Оборонăпа массăллă тата спорт уйăхлăхне халалласа мартăн 2-мĕшĕнче «Улăп» физкультурăпа сывату комплексĕнче «Хĕрÿ точкăсене» хутшăннă ветерансемпе инвалидсен çемйисен республика шайĕнчи улттăмĕш спартакиади иртет.
Унта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан воин-интернационалистсен çемйисем хутшăнаççĕ. Кăçал совет салтакĕсене Афганистан Республикинчен илсе тухнăранпа 30 çул çитнине тĕпе хурса уяв программине пуянрах та анлăрах тума палăртнă.
П.АНИСИМОВ.