Пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтернĕшĕн – коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухнăшăн регионри оператор шучĕ çине куçарма тивĕçлĕ укçа-тенке хальхи вăхăтра граждансем тĕрлĕ мелпе тÿлеме пултараççĕ.
Тĕслĕхрен, квитанцисенче палăртнă суммăна Раççей почти урлă тÿлес пулсан 3 процент /НДСа шутласа/, 8 тенкĕрен кая мар комисси тÿлевĕ илеççĕ. Çавăн пекех граждансене тÿлевсемпе килтенех татăлма майсем туса парас тĕллевпе 200 почтальона мобильлĕ касса терминалĕсемпе тивĕçтернĕ.
Дистанци мелĕпе – хамăр тĕллĕн ĕçлемелли тытăм /устройства самообслуживания/, «Сбербанк Онлайн» мобильлĕ приложени, «Автоплатеж» урлă тÿлесен комисси укçи – 1 процент, пулăшу ĕçне банк операционисчĕсем урлă пурнăçласан тÿлемелли пĕтĕм сумма çумне – 2 процент, хамăр тĕллĕн ĕçлемелли тытăм урлă 1,5 процент хутшăнать. Почта Банк урлă тÿлесен 0,5 процент чухлĕ комисси илеççĕ. Ĕç укçине е пенсие Почта Банк картти урлă илекен клиентсемшĕн комисси тÿлевĕ – 0 процент.
Тÿлевпе регион операторĕн сайтĕнчи /http://mvkеcocenter.ru/ харпăр хăй кабинечĕ урлă татăлма меллĕ, комисси те илмеççĕ. Харпăр хăй кабинетне регистрациленесси йывăр ĕç мар, телефон номерĕ анчах кирлĕ. Çапла майпа аякри ялсенче пурăнакансем те çăмăллăнах çак мелпе усă курма пултараççĕ. Унсăр пуçне, укçа-тенке тÿррĕнех регион операторĕн офисĕнче /Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 19-мĕш çурт, 11-мĕш корпус/ тÿлесен те комисси тытмаççĕ. Малашне регион операторĕн ялсенче вырнаçнă представительствисенче те тÿлевсене йышăнма тытăнмалла – комисси укçине тÿлемелле пулмĕ.