Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Сцена çинче «атте» сăмаха каласа куртăм

Сцена çинче «атте» сăмаха каласа куртăм

2019 çула çĕршывра Театр çулталăкĕ тесе палăртрĕç. Çавăнпа та кăçал культура çурчĕсенче тĕрлĕрен спектакль курса киленĕпĕр.

Астăватăп-ха, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче шкулта вĕреннĕ чухнех учительсемпе талантлă ял çыннисем час-часах спектакльсем лартатчĕç. Ун чухне клуб та пулман. Спектакльсене шкул коридорĕнче вылятчĕç. Коридор вăрăмччĕ, çын нумай вырнаçатчĕ. Колхоз пухăвĕсем те унтах иртетчĕç.

Пĕрре çапла эпир те, пĕчĕкскерсем, спектакль курма кайнă. Коридорта çын туллиех. Ман пата пĕр учительница пычĕ те: «Эсĕ хăрамастăн-и? Санăн сцена çине тухса лармалла пулать. Унта санăн: «Атте, атте, эпĕ кĕнеке вулама вĕрентĕм», – тесе каламалла терĕ. Эпĕ ун чухне кĕçĕн класра вĕренеттĕм. «Хăрамастăп», – терĕм те мана педагог сцена хыçне илсе кайрĕ. Вăхăт çитсен манăн сĕтел хушшине пĕтĕм çын умне тухса лармалла пулчĕ. «Атте» сăмаха çавăн чухне пуçласа каласа куртăм. Манăн атте эпĕ çураличченех вĕренме, унтан вăрçа тухса кайнă та каялла киле таврăнайман, вилнĕ. Çавăнпа спектакльте ют çынна атте тесе калаттарни чăннипех асра тăрса юлчĕ. Кайран шкулти арçын ачасем спектакльти сăмахсене каласа нумайччен йĕкĕлтерĕç мана.

Шкулти коридорта Шупашкартан килнĕ артистсем те спектакльсем кăтартатчĕç. Пирĕн кил шкултан инçе мар пулнăран артистсем хваттере пырса вырнаçатчĕç. Пÿрт пысăках та марччĕ, çапах хăнасем тулли кăмăлпа çĕр каçатчĕç. Тиркесе тăман, апатне те пирĕн патĕнчех пĕçерсе çиетчĕç. Артистсен пурнăçĕ çăмăлах пулман вăрçă хыççăнхи çулсенче. Мана вĕсем спектакль курма пĕрле илсе каятчĕç. Питĕ савăнаттăм вара. «Нарспи» спектакле паян та куç умне кăларатăп. Питĕ ĕненмелле, пурнăçри пек ăста вылятчĕç артистсем. Çавăн пекех «Айтар», «Аленький цветочек» спектакльсем кăтартнине те лайăх астăватăп. Ун чухне Шупашкар артисчĕсем ялсем тăрăх нумай çÿретчĕç. Автобуссем çукчĕ, груз тиекен автомашинăпах инçе çула тухнă вĕсем.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче вара ял çыннисем хăйсем Шупашкара спектакльсем курма çÿреме пуçларĕç. Ушкăнпах. Ĕç вырăнĕсенчен илсе каясси ырă йăлана кĕнĕччĕ. Чăваш академи драма театрĕ умĕнче автобуссем шăкăрин ларатчĕç.

Çак ырă йăла малалла çирĕплентĕр. Çÿрер театрсене. Шупашкара кайма ерçеймесен хамăр патăмăра килнĕ спектакльсене кайса курар.

О.МИРОНОВА.
Таяпа Энтри ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code