Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç.
Ыран – Аслă Çĕнтерÿ уявĕ. Унпа çыхăннă юлашки хатĕрленÿ ĕçĕсем пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый чарăнса тăчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, уяв мероприятийĕсем ял тăрăхĕсен территорийĕсенче майăн 8-мĕшĕнче çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн иртĕç. Каçхине 20 сехетре вара район центрĕнчи тĕп лапамра çамрăксен астăвăм митингне хутшăнма пулать. Çулсерен çĕнĕлле йĕркелекен уяв яланхи пекех чаплă фейерверксен салючĕпе вĕçленĕ. Вăрçă вут-çулăмĕнче пулнă тăванĕсене асра тытакан, сума сăвакан кашни çын вара майăн 9-мĕшĕнче «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнасса шансах тăратпăр. Вăл 9 сехетре «Улăп» ФОК умĕнчен старт илĕ…
Çĕнĕ технологисем вăйлă аталанса пынă май, ултавçăсен мелĕ-меслечĕ те çĕнелсех пырать. Çавăнпа, районти полици пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев палăртнă тăрăх, карас телефон, Интернет уçлăхĕнче асăрхануллă пулни нихăçан та ытлашши мар. Пирĕн тăрăхра мошенниксен серепине çакланнисен тĕслĕхĕ çук, çапах та ватăсем çеç мар, çамрăксем те банксенчи укçи-тенкисĕр тăрса юлни çинчен хыпарсем час-часах илтетпĕр.
Хисеплĕ вулакан, хытă каяш пирки тăтăшах çырни сана йăлăхтарса та çитерчĕ пулĕ тĕр. Мĕн тăвăн, хăшне-пĕрне каллех аса илтерме тивет: çÿп-çапа автомашина килмелли вăхăта кăларса хумалла, çунтарма юраман ăпăр-тапăра çеç ăсатмалла, квитанцисене вăхăтлă тÿлемелле. «МВК «Экоцентр» сахал яваплă обществăн Елчĕк районĕнчи клиентсемпе ĕçлекен специалисчĕ Татьяна Адюкова палăртнă тăрăх, кăçалхи апрелĕн 26-мĕшĕ тĕлне районта хытă каяш турттарса тухнин тÿлевĕ 54 процентпа танлашнă. Ку тĕлĕшпе эпир республикăра Шупашкар районĕ /55 процент/ хыççăн иккĕмĕш вырăнта. Ял тăрăхĕсемпе илсен Елчĕксен кăтартăвĕ 52,78 процент пулсан, Çирĕклĕ Шăхальсен чи начарри – 32,85. Асăннă тăрăхра çÿп-çап сахал-ши е çырмасемпе посадкăсенче вăрттăн свалка уçнă-ши? Ăпăр-тапăр вара районти кашни ялтах тĕлĕнмелле нумай. Хамăр çав-çавах «пирĕн çÿп-çап çук» тетпĕр. Малашне тÿлев хакĕ ÿсесси куç кĕретех.
Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов уй-хир ĕçĕсен кĕске информацине панă май, çур акине Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вĕçлеме тĕллев лартнă.
Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтăва та хускатрĕç.