Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Куççуль витĕр çырăннă çырусем

Куççуль витĕр çырăннă çырусем

Чăваш писателĕсен çарпа патриотизм темипе çыхăннă хайлавĕсене уроксенче тĕплĕнрех пăхса тухни ачасемшĕн усăллă та, интереслĕ те.

Илпек Микулайĕн «Госпитальте» калавне уйрăмах хапăлласа йышăнчĕç вĕсем. Çак калава саккăрмĕш класс программине кĕртнĕ. Сюжет та питĕ интереслĕ: «Рота командирĕ Михайлов атакăра полк комиссарне вилĕмрен хăтарса хăварнă чух нимĕç гранати çывăхра сирпĕннипе йывăр аманать. Тăпра айне пулнă Михайлова ăнсăртран Оля медсестра асăрхать те госпитале леçет». Малалла мĕн пуласси, ĕç-пуç еплерех çаврăнса пырасси кашнинех илĕртет паллах…

Ачасен вăрçă пирки литературăри сăнарсем урлă илнĕ ăнлавне çивĕчлетес, пулăмсене ĕнентерÿллĕрех кăтартас тĕллевпе эпĕ вĕсене шкул çумĕнчи музея ертсе каятăп. Кунта çур ĕмĕр ытла упранакан виç кĕтеслĕ салтак çырăвĕсемпе паллаштарас тĕллевпе вĕсен умне сархайнă хутсене хуратăп. Çиелтен пăхсан çакскерсем ачасене кăсăклантармаççĕ. Вĕсем, вут-çулăм, куççуль витĕр тухнăскерсем, кăштах çуркаланнă е таткаланнă та. Сĕтел хушшинче çырăнманни тÿрех паллă.

Асăрханса тытаççĕ вĕренекенсем çырусене. Акă Аслă Елчĕкри Иван Филимонович Филимонов вăрçă хирĕнчен мăшăрĕ патне янă çырăва алла илетпĕр. Вăл 1941 çулта /ун чухне 28 çулта пулнă/ хăйĕн юратнă мăшăрне тата виçĕ ывăлне хăварса вăрçа тухса кайнă, тăван яла каялла таврăнма пÿрмен салтака шăпа. Çапларах çырнă Иван пĕрремĕш çырăвĕнче: «Юратнă Виркка тата виçĕ ылтăн ывăлăмсем Йынкка, Куля тата Гена. Сире тем пысăккăш салам яратăп вăрçă хирĕнчен. Эпĕ хам та ăçтарах çапăçнине тавçăраймастăп. Пире кунта никам та нимĕн те каламасть. Йĕри-тавра – вăрман. Юратнă Виркка, ĕнене мĕнле те пулсан хĕл каçарма тăрăш, юр-вар пулмасан ачасене çимелли нимĕн те пулмĕ. Ăнланатăп, Виркка, сана та канcĕр, мĕнех тăвăн, хамăрăн ирĕк пулсан вĕçсех килĕттĕмĕр те. Ну çук. Эх, Виркка, Виркка, епле те пулсан чăт ĕнтĕ. Эпĕ сана тата ачасене питĕ хытă юрататăп». Çакăн пек сархайнă хутсем татах та пур. Юлашки çырăвне Иван Филимонов 1944 çулта çырнă: «…Вăрçă пуçланни тăваттăмĕш çула кайрĕ. Ачасем те ÿссе кайрĕç пулĕ… Виркка, эпир санпа лайăх пурăннă вĕт-ха. Хушăран пулнă пулĕ урлă калаçни, эпĕ сана уншăн пĕрре те çилленместĕп… Эс маншăн ан йĕр. Эсĕ хуйхăрнипе эпĕ пĕрех таврăнаймастăп. Енчен те эпĕ вилес пулсан ачасене аннÿ патне пурăнма яр. Хăв тепре качча кай. Эсĕ çамрăк вĕт-ха. Санăн пурнăç малалла. Ку çырăва эпĕ куççуль витĕр çыратăп. Еплерех йывăр мана çак йĕркесене çырма. Эпĕ сире ыталаса чуп тăватăп, юрататăп».

Арçын хăйĕн чун ыратăвне хут çине палăртнă, анчах йывăр суранĕ пирки пĕр сăмах та çырман. Тен, çемйине хуйхăртасшăн пулман, тен, часах сывалăп тенĕ. Анчах та 1944 çулхи сентябрь уйăхĕнче Мурманск облаçĕнчи Кандалакша хули çывăхĕнче тăшманпа паттăррăн çапăçса ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Сентябрĕн 9-мĕшĕнче ăна çак хула çывăхĕнче пытарнă.

Виркка 3 ывăлне пĕчченех ура çине тăратнă. Мăшăрĕ тепре качча тухма сĕннĕ пулсан та унăн таса сăнарне улăштарман хĕрарăм, никама та качча тухман. Вăрçăра вилнĕ мăшăрĕ ăна çулсерен вăй-хăват парса пулăшса пынă. Ĕлĕкрен пыракан йăла тăрăх хĕрарăм хăйĕн кĕçĕн ывăлĕн Генăн çемйипе тату пурăннă. Асламăшĕ пурнăçран уйрăлнă пулсан та мăнукĕсен асĕнче ырăпа упранать. Аслашшĕне те манмаççĕ вĕсем: сăн ÿкерчĕкне çуртра пурне те курăнакан вырăна çакса хунă, кашни çулах çак сăна йăтса «Вилĕмсĕр полк» ретĕнче утаççĕ.

Л.АДЮКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code