Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Тĕрĕсленсех тăмалла

Тĕрĕсленсех тăмалла

Çак паллă куна халалласа майăн 13-19-мĕшĕсенче ВИЧ-инфекцие хирĕç кĕрешсе «Чарăн ВИЧ/СПИД» Пĕтĕм Раççейри акци иртет.

Çак хăрушă чире учета илме пуçланăранпа районти 37 çын ВИЧ-инфекци ертни паллă. Вĕсенчен 5-шĕ çĕре кĕнĕ, вăл шутран СПИД тапхăрне çитнĕ – 3 çын.

Хальхи вăхăтра районта 30 ВИЧ-инфекциллĕ çын пропискăра тăрать. Вĕсенчен 12-шĕ кунта яланлăхах пурăнаççĕ. Чирлисем йышĕнче ытларах арçынсем. Чылайăшĕн ĕç вырăнĕ çук.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта çак чир ернĕ 2 çынна тупса палăртнă. ВИЧ-инфекци тĕрĕслевĕ витĕр 1939 çын тухнă. Диспансеризаци вăхăтĕнче ятарлă ушкăна кĕрекен 988 çынна тĕрĕсленĕ.

Кашни çыннăн хăйĕн ВИЧ-статусне пĕлмелле. Чир юн анализĕнче палăрать. Çавăнпа та кирек кам та районти тĕп поликлиникăна килсе юн пама пултарать. Хăй ирĕкĕпе /ята, хушамата кăтартмасăрах/ тĕрĕслев витĕр тухма та юрать.

И.УБАСЕВА,
эпидемиолог тухтăрăн пулăшуçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code