Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Хаçат-журнал çырăнчĕç

Хаçат-журнал çырăнчĕç

Майăн 16-мĕшĕнче Елчĕкри тата ял тăрăхĕсенчи почта çыхăну уйрăмĕсенче халăх йышлă пулчĕ.

Вулакансем районта тата республикăра тухса тăракан тĕрлĕ издание 2019 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн йÿнетнĕ хакпа çырăнчĕç.

– «Елчĕк ен» хаçата çак кун 20 экземпляр çырăнма кăмăл турĕç, – хыпарларĕ Галина Баранова специалист.

Вулакана аса илтеретпĕр: майăн 26-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ пырать. Вулакансем çак тапхăрта «Елчĕк ен» хаçата йÿнетнĕ хакпа /426 тенкĕ те 60 пус/ çырăнса юлма пултараççĕ. Район хаçатне альтернативлă майпа 240 тенкĕпе çырăнма та май пур.

Сăн ÿкерчĕкре: Клиент кунĕнче Наталья Чернова почтальонка Елена Семеновăпа /Елчĕк/ Надежда Скворцовăна /Патреккел/ район хаçатне çырăнтарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code