Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енри 85 пин ытла çыннăн, иртнĕ çулта ĕçленисен, страховани пенсийĕ ÿснĕ.
Ÿсĕм вăтамран 154 тенкĕпе танлашнă. Чи пысăкки – 261,72 тенкĕ. Çакă 3 пенси балĕн хакĕпе /2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 1 балл 87,24 тенкĕ тăрать/ танлашать.
Пенси фончĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх – хушăм каш¬ни çыннăн расна. Унăн виçи пенсионерăн 2018 çулхи шалăвĕ¬нчен е ĕç паракан уншăн тÿленĕ страховани взносĕнчен тата пенси балĕсен шутĕнчен килет.
Çав вăхăтрах 2016 çултанпа ĕçлекен пенсионерсене индек¬сацисене шута илмесĕр пенси тÿленĕрен ĕçлекен пенсионер¬сен пенсийĕн чи пысăк хушăмĕ урăхларах та пулма пултарать. Сăмахран, пенсионер 2016 çулхи кăрлач уйăхĕнченпе ĕçлет тĕк унăн пенсине уйрăм пенси коэффициентне – 71 тенкĕ те 41 пус – тĕпе хурса ÿстереççĕ. Çапла майпа çак ушкăнрисен пенсийĕ чи нумаййи 241 тенкĕ те 23 пус /71,41 х 3 балл/ ÿсет.
Гражданин ĕçлеме пăрахнă тата мĕн пур индексацие шута илнĕ хыççăн мĕн чухлĕ пенси илме пуçлассине РФ Пенси фончĕн сайтĕнчи уйрăм çын кабинетĕнче пăхса пĕлме пулать.