«Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви ял халăхĕн сывлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрать.
Çак тĕллевпе врачсен мобильлĕ бригадисем инçетри ялсене тухса çÿресе халăха йышăнасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Çак кунсенче районти тĕп больницăна хулари специалистсем – эндокринолог, невролог, гастроэнтеролог, пульмонолог тухтăрсем килсе аслă ăрури çынсен сывлăхне тĕрĕсленĕ. Тухтăрсем 65 çынна йышăннă. Вĕсенчен 14-шне пысăк квалификациллĕ пулăшу илме тивĕçлĕ сĕнÿсем панă, стационарта выртса сипленме Шупашкара чĕннĕ. Хулари специалистсем кунти врачсене те методика енчен пулăшу кÿнĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: вăрçă ветеранĕсен республикăри клиника госпиталĕнчи Любовь Клементьева эндокринолог тухтăр йышăнура.