Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вулавăш тусĕсем

Вулавăш тусĕсем

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти библиотекăра кашни тăхтаврах ача-пăча хĕвĕшет.

Пĕрисем хаçат-журналпа паллашаççĕ, теприсем шашка-шахмат вăййисене выляса киленеççĕ. Вĕренекенсем «Елчĕк ен», «Çамрăксен хаçачĕ», «Тантăш», «Самант», «Тетте» хаçат-журналпа кăсăкланса паллашнине кура вĕсене çитес çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма та çырăннă.

Ачасем шашка-шахмат вăййисене кăмăллани уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак вăйăсем ачасен ăс-тăнне, шухăшлавне аталанма пулăшаççĕ. Çавăнпа та пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшаççĕ те вулавăш тусĕсем.

Л.АДЮКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code