Кăçалхи январĕн 3-мĕшĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче вĕренекенсем – математика, информатика тата цифра технологийĕсенче ÿсĕм тăвакансем валли – грант илмелли йĕркесем палăртнă.
Унпа килĕшÿллĕн вĕренÿри çитĕнÿсене кура 18 çул тултарманнисем пĕр хутчен паракан 125 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçме пултараççĕ. Кандидатсен ăс-тăн конкурсĕсенче, олимпиадăсенче тата гранта тивĕçмелли положенире кăтартнă ытти мероприятире призер е çĕнтерÿçĕ пулнине çирĕплетекен дипломсене, наукăпа тĕпчев ĕçĕсен, профиль енĕсемпе ĕçлесе пынин кăтартăвĕсемпе ĕç-хĕле практикăра усă курнине шута илеççĕ.
Малтанласа палăртнă тăрăх, кăçал çак гранта Раççейре 850 вĕренекен тивĕçме пултарĕ. Гранта электрон мелĕпе патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă параççĕ. Заявкăсене мĕнле парасси пирки Раççей Федерацийĕн Правительствин официаллă сайтĕнче тĕплĕнрех паллашма пулать.
Аса илтеретпĕр, гранта «Цифровая экономика Российской Федерации» наци программипе килĕшÿллĕн «Кадры для цифровой экономики» федераци проектне пурнăçа кĕртсе уйăраççĕ.