Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç стажĕ – 30 çул ытла

Ĕç стажĕ – 30 çул ытла

Кĕçĕн Таяпари фельдшерпа акушер пунктне чирлисем тĕрлĕ сăлтавпа пыраççĕ: пĕрисен пуçĕ ыратать, теприн шăм-шакĕ сурать, виççĕмĕшĕн юн пусăмĕ хăпарса кайнă… Валентина Головина фельдшер кашнийĕн сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслет, юн пусăмне, ÿт температурине виçет. Йывăр чирлисене васкавлă пулăшу чĕнет.

Пирĕн фельдшер хамăр ялтах çуралса ÿснĕ. Ялти, унтан Аслă Таяпари вăтам шкултан вĕренсе тухсан Канашри медицина училищине вĕренме кайнă. Алла диплом илсен хамăр ялах таврăннă, фельдшерпа акушер пунктне вырнаçнă. Калерия Викторова фельдшерпа ĕçлеме пуçлать çамрăк. Ял çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшнă вăхăтрах «Таяпинка» ача садне çÿрекенсен сывлăхне те тĕрĕслесех тăрать.

1985 çулта Валентина Геннадий Головинпа çемье çавăрать. Унăн мăшăрĕ колхозра шоферта тăрăшрĕ. Юратуллă çемьере виçĕ хĕр çут тĕнчене килнĕ. Анчах питĕ шел, ашшĕ хĕрĕсем ÿссе çитĕннине кураймарĕ. 13 çул çемьеллĕ пурăннă хыççăн чирлесе çĕре кĕчĕ. Пуç çĕклейми хуйхăна чăтса ирттерме çăмăл пулмарĕ виçĕ ача амăшне. Çапах та нăйкăшмарĕ, ачисене ура çине тăратас, хуçалăха çирĕп тытса пырас тесе малалла талпăнчĕ. 2004 çулта Валентина çемье телейне Алексей Козловпа тупрĕ. Унтанпа та 13 çул хыçа юлчĕ. Вĕсем тепĕр хĕре çут тĕнче парнеленĕ. Хальхи вăхăтра Инна Елчĕкри вăтам шкулта çиччĕмĕш класра вĕренет.

Аслисем çемьеллĕ. Юлийăпа Марина Шупашкарта пурăнаççĕ. Хăйсем суйласа илнĕ профессисемпе тăрăшаççĕ. Анастасия Йошкар-Олара ĕçлет. Виççĕшĕ те амăшĕн тивĕçне çÿлти шайра пурнăçлаççĕ. Çулла пилĕк мăнукĕ те яла килсе кукамăшне савăнтараççĕ.

В.Головина хăйĕн тивĕçне чунтан парăннă. Вăл Антонина Савинова санитаркăпа чылай çул килĕштерсе ĕçленĕ. Вăл пенсие кайнă хыççăн, 2003 çултан, Раиса Яковлевăпа ĕçлет.

30 çул ытла ял халăхĕн сывлăхĕшĕн тăрăшакана Кĕçĕн Таяпасем кăна мар, Каркаларсемпе Кĕçĕн Патреккелсем те тав тăваççĕ. Вăл çĕрле чĕнсен те пĕрремĕш пулăшу ыйтма пынă çын патне васкать. Никама та, мĕнле те пулин сăлтав тупса, хирĕçлемест. Чăн-чăн сывлăх сыхлавçи вăл. 2003 çултан заведующие лартнă ăна. Пĕлĕвĕпе тавра курăмне анлăлатса кашни пилĕк çулта Канашра ятарлă курссенче пĕлÿ пухать Валентина Петровна.

2014 çулта ялта модульлĕ ФАП уçрĕç. Халĕ фельдшера ĕçлеме условисем питĕ лайăх. Пире те хăтлă та ăшă çĕрте сипленме кăмăллă.

Г.ИЗОСИМОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code