Чăваш Республикин хисеплĕ предпринимателĕсем!
Сире уяв ячĕпе саламлатăп!
Раççей предпринимательлĕхĕн кунĕ пысăк тавра курăмлă, паха ăс-тăнлă, пуçаруллă çынсене пĕрлештерет. Çак кун – теветкеллĕхрен шикленмен, хăйсем çине яваплăх илме пултаракан тата хăюллă тĕллевсемпе проектсене пурнăçа кĕртме пултаракан çынсен уявĕ. Кăçал кăшăлвирус амакĕ хăвăрт сарăлса пыни, çĕршывра ĕç кунĕсен çирĕп режимне йĕркелени – пурне те пысăк йывăрлăха тÿсме тĕрĕслев кăларса тăратрĕ.
Çак условисенче Чăваш Енре экономикăпа социаллă пурнăçăн çирĕплĕхне тивĕçтермелли комплекслă план туса хатĕрленĕ, вăл пурнăçа анлăн кĕрсе пырать. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене пулăшу памалли майсене республика шайĕнче сахал мар йышăннă, çак ĕçсене федераци центрĕ те тĕрев парать. Предпринимательсем хăйсен бизнесне, шанчăклă ĕçтешсене, ĕç вырăнĕсене упраса хăварччăр тесе хамăртан мĕн тума пултарнине пурне те тăватпăр. Шанатăп, çак вăхăтлăх йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерессе, малалла кал-кал аталанса пымалли çул-йĕр çине тухасса та ĕненетĕп.
Чăваш Енри мĕнпур предпринимательсене пирĕн регионăн ырлăхĕшĕн пурнăçлакан мĕн пур тĕллевĕре тÿрре кăларма хастар кăмăлпа ĕçлесе пынишĕн тав тăватăп! Сире çĕнĕ пуçарусенче çитĕнÿсем, сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн
тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег НИКОЛАЕВ
Уважаемые предприниматели Чувашской Республики!
Поздравляю вас с праздником!
День российского предпринимательства объединяет энергичных, грамотных и инициативных людей. Тех, кто умеет брать на себя ответственность и воплощать в жизнь новые идеи и проекты.
В этом году серьезным испытанием для всех стало стремительное распространение новой коронавирусной инфекции с последующим введением режима нерабочих дней в стране.
В этих условиях в Чувашии разработан и реализуется комплексный план по обеспечению устойчивости экономики и социальной стабильности. Принят пакет республиканских мер поддержки субъектов малого и среднего предпринимательства, который дополнит помощь федерального центра. Мы делаем всё возможное, чтобы предприниматели сохранили свой бизнес и деловых партнёров, а сотрудники – рабочие места и уверенность в завтрашнем дне. Убежден, вместе мы преодолеем эти временные трудности и выйдем на путь дальнейшего динамичного развития.
Благодарю всех предпринимателей Чувашии за активность и желание трудиться на благо нашего региона! Желаю вам успехов в делах и начинаниях, здоровья, счастья и благополучия!
Врио Главы
Чувашской Республики О. Николаев