Вторник, 26 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Юлашки Мăнкун»

«Юлашки Мăнкун»

ятпа пичетленсе тухнă Вера Савельеван çĕнĕ кĕнеки.

Ĕмĕр иртет, кун юлать. Эпир кайсан мĕн юлать? Паллах, пурнăç пирĕнсĕр чарăнса лармасть, малаллах шăвать. Анчах хамăр хыççăн ырă йĕр хăварни – темрен те паха. Пулаççĕ ун пек çынсем, çĕр çинчи хăналăх пурнăçĕнчех сăваплă та пархатарлă ĕçсем туса ку тĕнчерен кайнă хыççăн та хăйсем çинчен вун-вун çул ырăпа аса илтерекенсем. Вĕсен ячĕ-шывĕ – халăх асĕнчех.

Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнче 1963 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче çуралнă, Аслă Пăла Тимешре лартнă чиркÿ настоятелĕ пулнă Анатолий Сорокин протоиерей ку тĕнчере сахал пурăннă. Апла пулин те хăй хыççăн ырă ят çеç хăварнă. Космоса вĕçсе тĕлĕнтермен вăл, конструктор е изобретатель пулса тĕнчене калаçтармалли çĕнĕлĕхсем те уçман. Куллен-кун, суйланă çулран пăрăнмасăр этем чунне тасатса çĕнетес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем тунă. Халăхăн, уйрăмах Чăваш Республикин кăнтăр енче пурăнакансен, хисеплĕ священникĕсенчен пĕри пулнă. Çакăн çинчен каласа кăтартаççĕ те ĕнтĕ кĕнекере Анатолий аттен тăванĕсем, пĕрле ÿснĕ, ĕçленĕ çывăх çыннисем.

Л.ЗАЙЦЕВА.

Чан янăрать ун ячĕпе

Вăхăт шăвать, чупать пĕр шелсĕр…
Самант та чарăнса тăмасть.
Сисмесĕрех вунă çул иртрĕ,
Тискер кун асăмрах тăрать.

Хăрушă ĕç пире хумхатрĕ,
Уяр кун çапнă пек аçа.
Пачăшкăна персе вĕлерчĕç –
Кураймăпăр текех ăна.

Мăнаçлă, ăслă та тĕреклĕ,
Çÿлти Турă янă пекех.
Хăй ĕçĕнче пысăк ĕмĕтлĕ –
Туртнă лавне вăл кулленех.

Ĕçне нумай туса хăварчĕ
Аслă Пăла Тимешĕнче.
Ялăн историйĕнче юлчĕ –
Чан янăрать ун ячĕпе.

Тавра ялтан çынсем çÿреççĕ
Ун ячĕпе çурта лартма.
Чиркÿре кĕлĕсем тăваççĕ
Унăн таса чунне çăлма.

                                  З.ПОРТНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code