Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мĕнлерех кĕрешеççĕ?

Мĕнлерех кĕрешеççĕ?

Республика ертÿлĕхĕ коррупципе кĕрешесси тĕп тĕллевпе принцип пулмаллине, пĕтĕм шайри власть тытăмĕнче ĕçлекен тÿресен саккунсене çирĕп пăхăнмаллине, коррупцие хирĕç кĕрешес ĕçе саккун кăларакан, ĕç тăвакан влаçсене анлăн явăçтармаллине палăртать. Коррупцие хирĕç кĕрешес ĕç республикăра мĕнле шайра пурнăçланса пырать-ши?

З.КРИВОВА.

– Чăваш Республикин патшалăх власть органĕсенче коррупци çулне пÿлесси чи малтан пурнăçламалли ыйтусен йышĕнче. Власть органĕсем – Чăваш Республикин Правительстви, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ, Контрольпе шутлав палати, министерствăсемпе патшалăх комитечĕсем асăннă ыйтупа çапларах ĕçлесе пыраççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хăйĕн ларăвĕсенче нормативлă право акчĕсен проекчĕсене пăхса тухать, Патшалăх Канашĕ саккунсем йышăнать, çав шутрах коррупцие хирĕçле сферăсенчи саккунсене те. Чăваш Республикин Контрольпе шутлав палати патшалăхăн, республика бюджечĕн укçи-тенкине тĕллевлĕ усă курнине тата расхутланине тĕрĕслекен орган. Пĕр сăмахпа палăртсан, вĕсем пурте коррупци çулне пÿлес тĕллеве мала хураççĕ. Вĕсен çумĕнче патшалăх служащийĕсем патшалăх службин ĕç-хĕлне пурнăçланă чух палăртнă требованисене çирĕп пăхăннине тĕрĕслекен комиссисем йĕркеленнине те палăртмалла.

Чăваш Енре коррупци çулне пÿлес тĕллевпе Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупцие хирĕç кĕрешессипе тимлекен Координаци канашĕ те ĕçлет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code