Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăри хĕрарăмсен ертÿçи пирĕн районта

Республикăри хĕрарăмсен ертÿçи пирĕн районта

Кĕçнерникун республикăри «Хĕрарăмсен союзĕ» общество организацийĕн ертÿçи Наталья Николаева Елчĕкре ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ.

Чи малтанах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа, «Хĕрарăмсен союзĕн» районти уйрăмĕн ертÿçипе Евгения Михайловăпа тĕл пулчĕ. Тĕл пулу малалла Елчĕкри вăтам шкулти акт залĕнче тăсăлчĕ. Кунта ялсенчи, организацисемпе предприятисенчи хĕрарăмсен канашĕсене ертсе пыракансем, активистсем пухăннă. «Хĕрарăмсем – тĕнчене тăнăçлăх кÿрекенсем» темăпа çавра сĕтел хушшинчи калаçăва пуçарса хĕрарăмсен союзĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Евгения Михайлова общество организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. Каласа хăвармалла, районта хĕрарăмсен 42 пуçламăш организацийĕ шутланса тăрать. Район халăхĕн 64 проценчĕ – хĕрарăмсем /10 пин ытла/.

Унтан Елчĕкри вăтам шкулти, Курнавăшри хĕрарăмсен канашĕсен председателĕсем Ольга Кузьминапа Раиса Горшкова волонтерсен, çамрăк çемьесен тата «Хавхалану» клубĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, районти тĕп больницăри хĕрарăмсен канашĕн пуçламăш организацийĕн ертÿçи Антонина Александрова «Эсĕ пĕччен мар! Эпир пĕрле!» проекта пурнăçа кĕртсе пыни çинчен тĕплĕн каласа пачĕç.

Районти хастар хĕрарăмсене малашнехи ĕçре ăнăçу сунса Шупашкар хулинчи Ашшĕсен канашĕн членĕ Александр Погодин, республикăри «Хĕрарăмсен союзĕ» правленийĕн членĕ Татьяна Денисова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламларĕç. Наталья Николаева районта пĕрремĕш хут пулнине, район центрĕ илемлĕхĕпе савăнтарнине, кунта тĕрлĕ енлĕ пултаруллă хĕрарăмсем ĕçленине палăртса хăварчĕ. Чи хастаррисене – Евгения Михайлова ертÿçĕне, Эльвира Смирнова, Татьяна Михайлова, Рада Федорова педагогсене республикăри «Хĕрарăмсен союзĕн» Тав хучĕпе чысларĕ, çитес çул республикăра Сăрпа Хусан оборона çирĕплетĕвĕсене тунисен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ пулнă май, кашни ĕç паттăрĕн-хĕрарăмĕн ячĕ ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлмаллине çирĕплетсех каларĕ.

Юлашкинчен Наталья Алексеевнăпа Николай Петрович шкул пахчинче йывăç лартса хăварчĕç.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Николаевăпа Е.Михайлова.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code