Сăрьелĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче 12 çул тăрăшать Калерия Козлова. Çак вăхăтра вăл ялти кашни çын мĕнле пурăннине, кама мĕнле, мĕнпе пулăшмаллине питĕ лайăх пĕлет. Шала кайнă тĕрлĕ чирсемпе аптăракансем патне Калерия Ивановна килне кайса сиплет, медпункта пулăшу ыйтма килекенсене эмелпе кăна мар, çепĕç чĕлхипе те пулăшать. Чылай чухне чирленĕ çыншăн ырă та ăшă сăмах темле эмелрен те ытларах кирлине лайăх ăнланать хăйĕн ĕçне чунтан парăннă сиплевçĕ.
Кÿршĕ ялтан ĕçе çÿрекен фельдшера Сăрьелсем хисеплеççĕ. Ял-йыш ят-сумне К.Козлова тÿрĕ кăмăллă ĕçпе çĕнсе илнĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: К.Козлова.