Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Иван Данилов – Елчĕк енĕн Ломоносовĕ

Иван Данилов – Елчĕк енĕн Ломоносовĕ

2020 çул юбилейсемпе нихăçанхинчен те пуян. Маншăн, çур ĕмĕре яхăн каялла Лаш Таяпари вăтам шкулта учительте, унтан ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ коммунистшăн – уйрăмах…

Чи чаплă та çутă юбилей, паллах, совет халăхĕ нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕренпе 75 çул çитни. Çак çаврака юбилее пирĕн Раççейре кăна мар, Европăри тата Азири вун-вун çĕршывра анлăн паллă турĕç.

Çуркунне, тăванла Пушкăртстанпа Тутарстан республикисем хыççăн, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа та 100 çул çитрĕ. Пирĕн йăхташсем йышлăн пурăнакан çĕршывăн чылай регионĕнче çак уяв ячĕпе çыхăннă мероприятисене хĕлле пуçланичченех йĕркелеççĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: Чăваш автономийĕн вăхăтĕнчех манăн юратнă атте, Лаш Таяпа вăтам шкулĕнче 30 çул ытла учительте ĕçленĕ, вăрçăн инваличĕ пулнă Петр Васильевич Сидоров çуралнăранпа шăп 100 çул çитрĕ. Шел пулин те, хăй вăхăтĕнче Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ «Слава» колхозăн ревизи комиссине, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне ертсе пынăскер, вăл пирĕнтен вун виçĕ çул каялла уйрăлса кайрĕ.

Кăçалхи тепĕр сумлă юбиляр – Чăваш Тăрăмĕнче çуралса ÿснĕ тĕрлĕ енлĕ аталаннă, пысăк тавра курăмлă ăсчах Иван Петрович Данилов. Вăл çак аякри илемлĕ ялта 1940 çулхи августăн 28-мĕшĕнче çуралнă. Унăн çаврака 80 çулхи юбилейне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче сентябрь уйăхĕнче ирттерчĕç. Аслă шкулăн тĕп корпусĕнче «Наукăшăн ĕçленĕ мухтавлă летопись» курав уçăлчĕ.

Чи малтанах савăнăçлă самантра ЧПУ проректорĕ, экономика ăслăлăхĕсен докторĕ Е.Кадышев сăмах илчĕ. «Республикăра тĕп аслă шкулта экономика факультечĕ уçăлнăранпа çур ĕмĕр çитрĕ. Унăн пуян историйĕ, тĕпрен илсен, паллă ăсчахăн Иван Даниловăн ячĕпе тачă çыхăннă. Вăл çамрăк чух малашне хăйĕн пурнăçне экономикăпа çыхăнтарасси çинчен ĕмĕтленмен. Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш Тăрăм каччи тăван колхозра инженер-механикре ĕçленĕ. 1959 çултан пуçласа Иван Петрович чĕрĕк ĕмĕр ытла Совет çарĕнче хĕсметре пулнă, ахаль салтакран ракета çарĕсен подполковникĕ таран ÿснĕ. 1968 çулта пирĕн ентеш Ленинградри çар академийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Хусанти çарпа инженерин аслă училищинче аслă преподавательте ĕçлеме пуçлать. Тутарстанăн тĕп хулинчех Иван Петрович техника ăслăлăхĕсен кандидачĕн диссертацине хÿтĕленĕ, çĕршыври экономика аталанăвĕн историйĕпе тăтăшах кăсăкланнă. 35 çула яхăн каялла Шупашкара яланлăхах куçса килсен И.Данилов доцент пирĕн университетăн студенчĕсене вĕрентме пуçланă. 1998 çулта экономика наукисен докторĕ пулса тăнă хыççăн вăл кунта проректор таран ÿснĕ. Эпĕ унăн вĕренекенĕ тата ентешĕ пулнипе мăнаçланатăп. Çапла, манăн тымарсем те Елчĕк районĕнчен, Çĕнĕ Пăва ялĕнчен», – терĕ Евгений Николаевич.

Ун хыççăн «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн хисеплĕ председателĕ, хăй вăхăтĕнче университетăн проректорĕнче вăй хунă Олег Викторов тухса калаçрĕ. «Иван Петрович питĕ сăпайлă, тараватлă, хисеплĕ те пултаруллă ăсчах. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн каялла пирĕн пурнăçра «сертификат», «стандартизаци» сăмахсем час-часах янăрама пуçларĕç. Иван Данилов профессор çав çулсенче ертсе пыма пуçланă университетăн наукăпа тĕпчев пайĕ, каярахпа экономика институчĕ вун-вун предприятипе организацие производствăра ăслăлăхăн çĕнĕлĕхĕсемпе анлăрах усă курма, вĕсене пурнăçа кĕртме май пачĕç. Республикăн экономикине хăватлăрах утăмсемпе аталанма пулăшнă, паянхи кунчченех университетра ырми-канми тăрăшса ĕçлекен Данилов академика эпĕ Елчĕк тăрăхĕнчен тухнă хăйне евĕрлĕ Ломоносов тесех каласшăн. Вăл, Чăваш Тăрăмĕнчи тата Аслă Таяпари шкулсенче вĕреннĕскер, математикăна, физикăна, историе, астрономие питĕ лайăх пĕлнĕ, çитĕнсе çитсен вара техника тата экономика енĕсемпе ăслăлăх ĕçĕсем çырса, вĕсемпе пурнăçра анлă усă курса чапа тухнă», – терĕ Олег Николаевич.

Ванюш Даниловăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ нихăçан та çăмăл пулман. Вăл 10 уйăхра чухнех ашшĕ Хĕрлĕ Çар салтакĕн тумне тăхăнса Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлеме тухса каять. Вăрçă хирĕнчен тăван яла таврăнайман паттăр та хăюллă хĕрлĕ армеец, 1942 çулхи çуркунне вĕçĕнче тăшман ункинчен тухма тăрăшнă самантра пуçне хунă.

Пĕчĕк ача тăван ашшĕне курнине астуса юлман. Ванюша юратнă амăшĕпе Елисса аппапа иккĕмĕш ашшĕ, ялти шкул учителĕ Дмитрий Семенович Галкин лайăх пăхса ÿстернĕ. Вĕсене савăнтарса Ванюш пĕрремĕш класран пуçласах лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Аслă Таяпари вăтам шкулта вĕреннĕ чухне вăл районти спорт ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнÿсем тунă. Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ вăхăтра Иван Данилов Куславкка районĕнчи Куснар ялĕнчи Саша Кушковпа туслашнă. Вĕсем иккĕшĕ те пĕрремĕш курсрах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿреме пуçланă.

1990 çулсенче мана республикăри Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствинче ĕçлеме тÿр килчĕ. Çак министерствăна А.Кушков ертсе пыратчĕ. Вăл эпĕ Елчĕк районĕнчен пулнине пĕлсен мана çакăн пек ыйту пачĕ.

– Пĕлетĕн-и, паллатăн-и эс Чăваш патшалăх университечĕн доцентне Иван Данилова? Çамрăк чухне эпĕ унпа ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Çĕрпÿ районĕн чысне хÿтĕленĕ, тĕрлĕ виçесенче тупăшса, республикăри ăмăртусенче темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăннă. Пурнан пурнăçра, хуть ăçта ĕçлесен те, спорт пире яланах пысăк çитĕнÿсем тума пулăшнă, – тесе вĕçленĕччĕ калаçăва Иван Петровичăн çывăх юлташĕ.

Çакна та палăртма кăмăллă И.Данилов профессорăн вĕренекенĕсенчен 16 çын экономика наукисен кандидачĕн диссертацине хÿтĕленĕ. Иван Петровичăн эстафети шанчăклă алăра паян.

Петр СИДОРОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: И.Данилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code