Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > П.Сидоровăн чун çимĕçĕ

П.Сидоровăн чун çимĕçĕ

Çемен Элкер тата Алексей Талвир ячĕллĕ премисен лауреатне, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Петр Сидорова пĕлмен çын сахал республикăра. Хаçат-журналта тăтăшах пичетленекенскер, хальхинче вăл хăйĕн çинчен черетлĕ кĕнеке кăларса тепĕр хут пĕлтерчĕ.

Пултаруллă çыравçăн Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă 9-мĕш кĕнеки «Паллă çынсемпе пĕрле» ятлă. Автор унта Чăваш Ен тата Раççей кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă ентешсемпе паллаштарать, нумайăшне лайăх пĕлнĕ вăл, хăш-пĕринпе паян та тачă çыхăнура. Çар пуçĕсем, академиксем, спорт паттăрĕсем, культурăпа çут ĕç хастарĕсем… 1000 тиражпа тухнă кĕнекере туллин çырăннă, сăн ÿкерчĕксем те чылай.

Кăларăма Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code