Республикăра наркотиксемпе çыхăннă преступленисем ÿснĕ.
Виçĕм çул вĕсен шучĕ 1097 пулнă пулсан, пĕлтĕр – 1350 тĕслĕх /23 процент ÿснĕ/. Çав шутран наркотик сутнипе çыхăннисем – 1142 преступлени. 4 тĕслĕхре çынсене наркотикпе усă курма явăçтарнă.
Иртнĕ çул тĕп хулара 4 наркопритона сиенсĕрлетнĕ. Пĕлтĕр наркотик тутанса 17 çын вилмеллех аманнă, 2019 çулта – 6 çын.