Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чирĕн сăлтавĕсем тĕрлĕрен

Чирĕн сăлтавĕсем тĕрлĕрен

Нумаях пулмасть Пĕтĕм тĕнчери гепатит чирĕпе кĕрешекенсен кунĕ иртрĕ.

Гепатит – пĕвер шыçни. Çак чирĕн сăлтавĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Тĕслĕхрен, эрех-сăрапа иртĕхни, нумай эмел ĕçни, наркăмăшсен витĕмĕ, тĕрлĕ инфекци. Çавăн пекех иммунитет чирĕсем те гепатит аталанăвне пулăшма пултараççĕ.

Çынсем ытларах чухне А, В, С, Д вируссен гепатичĕпе чирлеççĕ. А гепатит ытларах чухне пĕвер çивĕч шыçнин сăлтавĕ пулса тăрать. Чир çăмăл е йывăр формăпа иртесси инфекцилекен дозăран килет. Ачасен А гепатит чылай чухне çăмăллăн е сисĕнмесĕрех иртет. Çитĕннисен çакăн пек гепатитăн вăтам тата йывăр формисем кашнинчех мар пулин те пĕверĕн çителĕксĕрлĕхĕ патне илсе пыраççĕ. Ытларах чухне чир вируса хирĕç кĕрешекен сиплевсĕрех иртет. Анчах та çыннăн А гепатитăн питĕ йывăр форми пулсан, унăн пĕвер çителĕксĕрлĕхĕ аталанать. Кун пек чухне реанимаци мерисем кирлĕ пулаççĕ. Çак чире сиплеме питĕ йывăр. Çавăнпа та гепатитран маларах вакцинациленни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Е гепатит та çăмăл тата йывăр формăпа иртме пултарать. Вăл ытларах Ази çĕршывĕсенче сарăлнă.

В, С тата Д гепатитсем çивĕч тата вăраха кайнă формăллă пулаççĕ. Енчен те çынна пĕр харăс В тата Д гепатитсем ерсен, çакă чире тата йывăрлатать. С гепатит çăмăлтарах иртет, анчах та чылай чухне вăраха кайнă чирсен шутне куçать. Вăраха кайнă гепатитсем цирроз патне илсе пыма пултараççĕ. Апла пулин те юлашки çулсенче вăраха кайнă гепатита цирроза ямасăр сиплеме вĕреннине те палăртмалла.

Хăшĕ-пĕри сар ÿкнипе гепатита пĕр япала тесе шутлаççĕ. Анчах та ку тĕрĕс мар. Сар ÿкни гепатитпа çеç çыхăнман. Сăмахран, тин çуралнă ачасем те сарăхаççĕ. Пыршăлăхран ват тĕрĕс мар тухсан та çын сарăхать. Ÿт сарăхни юнра билирубин ÿснипе çыхăннă. Çакă вара гепатит чухне çеç пулмасть. Вăраха кайнă В тата С гепатитсем чухне ÿт сарăхни питĕ сайра тĕл пулать. Йывăр формăллă Е гепатит вара çынна сар ÿкерет.

Килте усă куракан савăт-сапа, тĕрлĕ япаласем урлă гепатит ертме пулать-и; В гепатита ертме пулать. Енчен те çемьере вăраха кайнă В гепатитлă çын пур пулсан, 5 çул хушшинче çемьере пурте çак чирпе чирлеççĕ. С гепатит вара кун пек майпа ермест.

Юлашкинчен çакна каласшăн: пĕвер питĕ çирĕп орган пулсан та ăна упрама тăрăшмалла, чирсенчен вăхăтра хÿтĕленмелле.

Л.КАПЛАМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code