Вторник, 26 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сывлăха хамăрăн упрамалла

Сывлăха хамăрăн упрамалла

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн йышăнăвĕпе 1988 çултанпа декабрĕн 1-мĕшĕнче СПИДа хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Унтанпа 38 çул иртнĕ пулсассăн та çак чире нихăш çĕршыв та çĕнтерме пултараймасть.

Раççей Федерацийĕнче ВИЧ-инфекцие сарас мар тесе патшалăх тĕрлĕ енлĕ кĕрешет. Çапах та çĕршывра ВИЧ/СПИД сарăласси çивĕч тăрать-ха.

Чăваш Республикинче те чире хирĕç кĕрешсе тĕрлĕ профилактика ĕçĕсем пурнăçланаççĕ, çавна май юлашки çулсенче ăна чакарма май килнĕ. Çапах та лăпланса ларма сăлтав çук. ВИЧ-инфекцие ертнĕ çынсем республикăри кашни районтах пур. Пирĕн районта та 43 çын çак чирпе чирленине регистрациленĕ. Вĕсенчен 30-шĕ учетра тăраççĕ.

Вирус ертекенсен йышне тĕп-тĕрĕс палăртма та йывăр. СПИДпа çынсем кăна чирлеççĕ. ВИЧ-инфекци чирлĕ çынран виçĕ мелпе – ар çыхăнăвĕ урлă, юн урлă тата ВИЧ-инфекциллĕ хĕрарăмран чирлĕ ача çуралсан – ернине пурин те пĕлмелле.

Çак хăрушă чиртен сыхланасси хамăртан кăна килет. Чунпа таса пулни, ăнсăртран, пĕлмен çынпа ар çыхăнăвне кĕменни СПИДран сыхласа хăварать.

Ĕнер республикăра «Чарăн, ВИЧ/СПИД» акци пуçланчĕ. Эрне тăршшĕнче районти тĕп поликлиникăра уçă алăксен кунĕсем ĕçлеççĕ. Кирек кам та, ята палăртмасăр та, ВИЧ-инфекципе чирлипе чирлĕ маррине юн парса тĕрĕсленме пултарать.

Л.ФОМКИНА,
профилактика кабинечĕн медицина сестри.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code