Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Çĕнĕ больница пулĕ

Çĕнĕ больница пулĕ

Сывлăх сыхлавĕн министерствин тата Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пĕрлехи ларăвĕнче наци проекчĕсем епле пурнăçланса пынине пăхса тухнă.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕсен тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Вĕсенчен пĕри – республикăра медицина туризмне аталантарасси. Кăçалхи вунă уйăхра медицина пулăшăвĕсен экспорчĕ 6,7 миллион тенкĕлĕх ÿснĕ. Çакă ют çĕршывсенчен килнĕ 7 пин çынна сипленипе çыхăннă.

– «Медицина пулăшăвĕсен экспортне аталантарасси» регионти проектпа килĕшÿллĕн Чăваш Енре ют çĕршыв çыннисене пулăшу парассине 2024 çул тĕлне тăватă хут ÿстерме тĕв тытатпăр, – палăртнă Владимир Геннадьевич.

Паянхи кун сывлăх сыхлавĕнче çын ĕмĕрне вăрăмлатас тĕллевпе те нумай вăй хураççĕ.

– Республикăра клиника больницин çĕнĕ çуртне тăвас енĕпе ĕçлетпĕр. Кĕçех çĕр ыйтăвĕсене татса парăпăр. Январь уйăхĕнче проект ĕçĕсене пикенесшĕн. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртетпĕрех. Çĕнĕ больница чирлисене чаплă оборудованисемпе çĕнĕлле сиплеме май парĕ, – палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code