Раççейре ПЦР-тестăн обществăлла вырăнсемпе мероприятисене кĕмелли срокне 72 сехетрен 48 сехете чакарнă. Çакăн сăлтавĕ – ковидăн çĕнĕ «омикрон» штамĕн уйрăмлăхĕсем. Коронавирусăн çĕнĕ варианчĕ питĕ хăвăрт ерет тата организма тÿрех тенĕ пек кĕрсе вырнаçать иккен.
Пирĕн çĕршывра хальлĕхе «омикрона» тупса палăртман. Анчах та, Роспотребнадзор ертÿçин Анна Попован шучĕпе, вăл пысăк хăрушлăх çуратать. Ăна ковидпа чирлесе ирттернисем, анчах вакцинаци тутарманнисем ертме пултараççĕ.