Декабрĕн 16-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Пухăва район пуçлăхĕ – Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн председателĕ Алина Васильева ертсе пычĕ.
Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 5 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах вĕсем «Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕн 2021 тата планпа пăхнă 2022, 2023 çулĕсенчи бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Улшăну кĕртесси района республика бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕпе пуянлатассипе çыхăннă. Йышăну проекчĕпе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина паллаштарчĕ. Тÿрлетÿсем кĕртнĕ хыççăн Елчĕк районĕн 2021 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 446496,7 пин тенкĕпе /малтан палăртнинчен 13,3 процент ÿсет/, расхутсен пайĕ 464320,1 пин тенкĕпе танлашмалла.
Иккĕмĕш тата виççĕмĕш ыйтусемпе райадминистрацин йĕркелÿ ĕçĕн пайĕн начальникĕ, райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ Ирина Аникина тухса калаçрĕ. Вăл Елчĕк районĕнчи мĕн пур ял тăрăхĕсенчен муниципалитет пĕрлешĕвĕ йĕркелес тата çĕнĕрен йĕркеленнĕ муниципалитет пĕрлешĕвне Елчĕк ялĕнчи центрлă ЧР Елчĕк муниципалитет округĕ статус парас пуçарупа тухса калаçрĕ. Çавăн пекех ку пуçарăва халăх хушшинче сÿтсе явас енĕпе уçă итлев йĕркелес ыйтăва та çĕклерĕ.
Сăмах май, виçĕм кун тĕп хулара муниципалитетсен 8-мĕш съезчĕ иртнĕ. Унта ытти муниципалитет ĕçченĕсемпе пĕрле пирĕн район делегацийĕ те хутшăннă. Съездра ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев шăпах маларах асăннă пуçару пирки сăмах хускатнă. 2021 çулта муниципалитетсене çĕнĕлле йĕркелес пилотлă проекта Красноармейски тата Çĕмĕрле районĕсенче пурнăçа кĕртнĕ. 2022 çултан вара тепĕр 19 районта çак проектпа килĕшÿллĕн çĕнĕ муниципалитет пĕрлешĕвĕ пулĕ. Çĕнĕлĕх управленин çĕнĕ механизмне çул парĕ: пĕр пуçлăх, пĕр представительлĕ орган, пĕр администраци, пĕр бюджет, территори аталанăвĕн пĕр планĕ…
Ларура ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.
Е.ПЕТРОВА.