Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уяв тимлĕх те ыйтать

Уяв тимлĕх те ыйтать

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем çывхараççĕ. Вĕсем хаваслă та ырă пулăмсемпе анчах асра юлччăр тесен тимлĕ те сыхă пулмаллине асра тытар.

Чи малтанах пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнассине тĕпе хурар. Праçникре, паллах, чăрăшсене капăрлататпăр. Ăна хутпа, мамăкпа, çулăм хăвăрт хыпса илекен ытти хатĕрпе илемлетмелле мар. Гирляндăпа усă курнă чух унăн юсавлăхне шута илĕр. Çуртра пиротехникăпа, çунакан ытти хатĕрсемпе усă курмалла мар. Ку хатĕрпе усă курнă чух урамра чухне те тимлĕ пулăр. Ăна туяннă чухне пахалăхне тĕрĕслемелле, таварăн сертификачĕ пуррипе е çуккипе интересленмелле. Мĕншĕн тесен пиротехникăпа тĕрĕс мар усă курнипе тата унăн пахалăхĕ пулманран республикăра пушар тухнă е çынсем сусăрланнă тĕслĕхсем кашни çулах пулаççĕ.

Кăçал районта 21 пушар тухнă /иртнĕ çул – 29/. 2020 çулта инкекре 1 çын пурнăçĕ татăлнăччĕ. «Хĕрлĕ автан» алхаснин тĕп сăлтавĕ – çулăмпа асăрханусăр пулнинче /8 пушар/, электричество хатĕрĕсемпе тĕрĕс мар усă курнинче тата вĕсем юсавсăр пулнинче /6/. Юсавсăррине пулах 3 транспорт хатĕрĕ çуннă. Кăмакапа усă курнă чух йĕркене пăхăнманран, ача шăрпăкпа вылянăран пĕрер пушар пулнă. Пушарсем кÿнĕ тăкак кăçал 755 пин ытла тенкĕпе /пĕлтĕр 565 пин ытла/ танлашнă.

Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене кирек хăш вăхăтра та пăхăнар, инкек вăхăтĕнче 01, карас телефонĕнчен 101 номерсемпе шăнкăравламаллине асра тытар. Пушар вăхăтĕнче çавăн пекех пĕрлехи дежурствăпа диспетчер службине «112» номерпе шăнкăравламалла, вăлах халăха ытти тĕрлĕ инкеке сирме пулăшать.

А.САЙКИН. В.ГРИГОРЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code