Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ

Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç, вĕсем пурте пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă.

Хĕллехи Микула уявĕ чăн-чăн хĕлле илсе çитерчĕ мар-и? Тунтикун ирхине вăрансанах тавралăх шап-шурă юрпа тулнине асăрхама пулчĕ. Ку вара пуçламăшĕ анчах, çул-йĕрсем çинче ĕçлекенсен яваплăхĕ малашне тата ÿсет-çке. Çакна тĕпе илсе район администрацийĕн пуçлăхĕ те хăй калаçăвне çак ыйтуран пуçларĕ. Леонард Васильевич районти çулсем çинче тул çутăличченех пулса курма ĕлкĕрнĕрен, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем турĕ. Уйрăмах Çĕнĕ çулхи канмалли вăрăм кунсен вăхăтĕнче ялсем хушшинчи çул-йĕре юртан вăхăтлă тасатса тăрасси, сахал çын пурăнакан урамсене те тимлĕхре тытасси пирки аса илтерчĕ вăл. Мĕншĕн тесен уявра ялсене аякра пурăнакансем автомашинăсемпе нумаййăн килсе çитесси каламасăрах паллă. Хула урамĕсенчи тап-такăр çулпа чуптарма хăнăхнă автомашинăсем нумайăшĕ, пĕлетпĕр, ял çулĕсемпе иртнĕ чухне чăхăмлама пултарасси, çапла майпа автомобиль хуçисен уяври савăк кăмăлне хуçма пултарасси те куç умĕнче. Сăмах май, Леонард Левый ял тăрăхĕн администрацийĕсен хĕллехи вăхăтра ял урамĕсенчи çулсене юртан тасатса тăма вырăнсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе е фермерсемпе килĕшÿ çирĕплетессине каярахри вăхăта хăварма юраманни пирки те асăрхаттарчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров сăмаха малалла тăсрĕ. Вăл район территорийĕ урлă иртекен çулсене пăхса тăрассишĕн яваплă «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă обществăн ĕçченĕсем çак кун çулсене юртан тасатма, ирхине 4 сехетрен тытăнсах, пĕр харăс 9 единица техникăпа тухнине палăртрĕ. Çакна кура автомашинăсемпе ларса çула тухакансем çитес çĕре чăрмавсăр çитме пултарнă, шкул автобусĕсем те пурте штатлă режимпа çула тухнă.

Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи çар комиссариачĕн çар комиссарĕ Сергей Данилов кĕркуннехи призыв кампанийĕ çинчен чарăнса тăчĕ. Елчĕк районĕнче çак ĕçе ăнăçлă йĕркеленĕ, çĕршыва хÿтĕлеме ят тухнă çамрăксене пурне те служба вырăнĕсене илсе çитернĕ. Çар комиссарĕ май пулнипе усă курса запасри салтаксене, нумаях пулмасть çĕршыв шайĕнчи «БАРС» резерв çарĕн сборĕнчен таврăннă Александр Купташкинпа Павел Портнова /иккĕшĕ те «Улăп» спорт комплексĕнче ĕçлеççĕ/ савăнăçлă лару-тăрура чысларĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнса республика, Елчĕк районĕн чысне хÿтĕленĕ ятпа саламларĕ, малашлăхра ăнăçусем сунчĕ. Мораль, сывлăх тĕлĕшĕпе тĕслĕх пулса тăракан çамрăксен ячĕпе Леонард Левый та, паллах, ырă сăмах каларĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертсе пыракан инспекторĕ Екатерина Савинова тÿлевлĕ майпа вăхăтлăха йĕркеленекен обществăлла ĕçсем çинчен чарăнса тăчĕ. Ятарлă професси пĕлĕвĕ пуррине шута илмесĕр тÿлевлĕ обществăлла ĕçе кăçал 92 çынна явăçтарнă, районти предприяти-организацисемпе 19 килĕшÿ çирĕплетнĕ.

Коронавирус чирне пÿлсе лартас тĕллевпе районта пурăнакансене, çав шутра аслă ÿсĕмри çынсене те, вакцинаци витĕр кăларасси кашни канашлура кун йĕркинчи тĕп ыйту пекех пулса тăчĕ. Çĕнĕ çул умĕн районти предприятисемпе организацисен, обществăлла апатлану тата тĕрлĕрен лавккасен территорийĕсене йăлтăр-ялтăр çутăсемпе илемлетесси районта пурăнакансемшĕн çĕнĕлĕх мар. Кăçал та «Çĕнĕ çул çутисем» конкурс иртесси çинчен пĕлтернĕ. Кĕçех ăна пĕтĕмлетме, чи лайăххисене палăртма вăхăт çитĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code