Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Халăхпа тачă çыхăнура

Халăхпа тачă çыхăнура

Районти полици пайĕ çак кунсенче иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Çавна май полици пайĕн начальникĕнчен Илнур Минигалиевран эпир хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр.

2021 çулта район территорийĕнче 81 преступлени тунине регистрациленĕ, виçĕм çулхипе танлаштарсан вĕсен шучĕ 5 тĕслĕх таран /6,6 процент/ ÿснĕ. Преступленисене тишкерес пулсан, вĕсем çак тĕслĕхсенче ÿсни палăрнă: ют пурлăха вăрласси – 4 /пурĕ 16/, вĕлерессипе хăратасси – 9 /17/, ултавпа çыхăнни – 5 /11/, йывăр преступленисем – 12 /18/, уйрăмах йывăррисем – 3 /3/. Ушкăнпа – 2, çул çитменнисем тунисем 1 тĕслĕх ÿснĕ. Преступленисен шучĕ Елчĕк ял тăрăхĕнче – 11 /31/, Аслă Пăла Тимеш – 13 /18/, Курнавăш – 6 /11/, Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче 3 /4/ тĕслĕх ÿснĕ. Чакнисен шутĕнче обществăлла вырăнта, ÿсĕрле, маларах преступлени çулĕ çине тăнисем, урамра тунă, вăтам преступленисем. Мăшкăллассипе çыхăннă пĕр преступлени те пулман. Пурĕ 69 преступление уçса панă, пĕтĕмĕшле уçса параслăх 88,5 процентпа танлашнă. Уçăмлатман преступленисен шучĕ 9-па /10/ танлашать. Çав шутран 5-шĕ – йывăр, 2-шĕ – вăтам йывăрлăхлă, 2-шĕ пысăках мар преступленисем. Теприн сывлăхне йывăр, вăтам тата çăмăл сиен кÿрессипе, хĕнессипе, вĕлерессипе хăратнипе, хваттертен е çуртран япала вăрлассипе, çаратассипе, асаплантарнипе çыхăннă преступленисене 100 проценчĕпех уçăмлатма пултарнă.

Районти çул-йĕрсем çинчи лару-тăрăва тишкерес пулсан çакă паллă: иртнĕ çул 8 /9/ ДТП пулнă, вĕсенче 1 çын вилнĕ, 10-шĕ /10/ аманнă. Çул-йĕр правилисене пăснисен тĕлĕшпе 1044 /997/ адмпротокол хатĕрленĕ, руль умне алкоголь шĕвекĕ ĕçнĕ хыççăн ларнă 57 /59/ водителе тытса чарнă.

Пĕлтĕр общество йĕркелĕхне пăснă 344 /425/ çынна тытса чарнă. Йĕркене пăсакансемпе кĕрешес ĕçре халăх дружини витĕмлĕ вăй пулнине палăртмалла. Районта 1 халăх дружини ĕçлет, вăл 10 çынна пĕрлештерет. Вĕсем административлă право йĕркине пăснă 2 çынна тытса чарнă. Йĕркене пăснă /ГИБДД штрафĕсемсĕр пуçне/ мĕн пур çын тĕлĕшĕпе 126350 тенкĕ штраф тăратнă, асăннă суммăн 96 процентне шыраса илнĕ.

Халăх тимсĕрлĕхне тата ултавçăсене шаннине пула Интернет çыхăнăвĕ, телефонсем урлă тата банк карттисемпе усă курнă чух улталанса укçа-тенкĕ çухатнă тĕслĕхсем пирки час-час çыратпăр, асăрхаттаратпăр пулсан та преступниксенчен шар курнă тĕслĕхсем ÿссех пыни пăшăрхантарать. Иртнĕ çул банк картти çинчен вăрланипе – 4 /1 тĕслĕхне уçăмлатнă, ыттисене вăхăтлăха чарса хунă/ тата карас телефонĕпе тата Интернетпа усă курса вăрланипе çыхăннă 4 /4-шне те вăхăтлăха чарса хунă/ преступление регистрациленĕ. Преступниксем питĕ чее, ытларах чухне ют çĕршывсенче ют даннăйсемпе, тĕрлĕ программăпа ĕçлеççĕ. Асăннă тĕслĕхсене пула айăпçăсене ваштах тупма, е палăртсан та часах ярса илме май çуккине кирек кам та лайăх ăнланать. Çакăн евĕр преступленисем çулран çул ÿссех пынине шута илсе полици ĕçченĕсем халăха уйрăмах тимлĕ пулма, харпăр даннăйсене вăрттăнлăхра упрама ыйтаççĕ.

Полици пайĕн ĕçченĕсем преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, халăха тĕрлĕ киревсĕр пулăмсенчен асăрхаттарас тĕллевпе профилактика ĕçĕсене пурнăçласах пыраççĕ. Çак тĕллевпех çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ акцисем, рейдсемпе операцисем йĕркелеççĕ. Иртнĕ çул та ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тачă çыхăну тытса ĕçленĕ, пĕрлехи профилактика кунĕсем йĕркеленĕ. Профилактика ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçлама ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, дружинниксемпе тачă çыхăнура пулни, ял тăрăхĕсенче профилактика комиссийĕн ларăвĕсене ирттерни пысăк пулăшу параççĕ. Пурнăçланакан ĕç-хĕл пирки информаци çăл куçĕсенче, çав шутран «Елчĕк ен» хаçатра тĕрлĕ темăпа информаци пичетлесси йăлара.

Полици умне лартнă тĕллевсемпе требованисем пысăк. Вĕсене малашне те тивĕçлĕ пурнăçласа пыма палăртаççĕ йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем.

Е.КРЫЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code