Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çулсем тума — 1461 миллион тенкĕ

Çулсем тума — 1461 миллион тенкĕ

Чăваш Республикинче «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» проект кăçал та тухăçлă ĕçлеме пултарасран иккĕленмелли çук.

Мĕншĕн тесен çак тĕллевпе сахал мар укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Унăн виçи 1461 миллион тенкĕрен кая мар пулмалла. Çав шутран 730 миллион тенки федераци бюджетĕнчен килет. Уйăракан укçа-тенкĕпе усă курса республикăра 143 çухрăм ытла автоçула юсама палăртнă. Шупашкар агломерацийĕнче (унта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисем, Муркаш тата Шупашкар районĕсем кĕреççĕ) 80 объектра строительство тата юсав ĕçĕсем пуçлама йышăннă.

Сăмах май, «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» проекта Раççей Федерацийĕнчи 36 субъект анчах хутшăнать. Программа 2025 çулччен ĕçлет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code