Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шыв-шур вăхăтĕнчи инкексенчен сыхланасчĕ

Шыв-шур вăхăтĕнчи инкексенчен сыхланасчĕ

Çурхи шыв-шур тапхăрĕнче чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассине асăрхаттарассипе тата ăна сирсе ярассипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе тимлессипе район администрацийĕнче пулса иртнĕ пĕрлехи комиссин анлă ларăвне Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕн çумĕ Юрий Антонов хутшăнчĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров ертсе пычĕ.

Хальхи вăхăтри тĕп ыйту вăл — çанталăк тăрук ăшăтса яриччен çулсемпе кĕперсем айĕнчен иртекен пăрăхсене юр-пăртан вăхăтра тасатма ĕлкĕресси, шыв-шур вăхăтĕнче автомобиль çулĕсене, çыхăну тата электричество, çут çанталăк газĕпе тивĕçтерекен линисене, çынсене ĕçмелли шывпа тивĕçтерекен башньăсемпе пусă-тарасасене сывлăхшăн сиенлĕ, ăш-чик чирĕсемпе аптăратма пултаракан таса мар каяшсем юхса кĕресрен тĕрĕслесе-асăрхаса тăрасси. Çак тĕллевпе ирттерме палăртакан мероприятисене мĕн пур службăсен пĕрлехи вăйпа хутшăнмалла. Тухса калаçакансем: райадминистрацин ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин, пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Александр Сайкин, Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн ертỹçи Василий Григорьев, «ДПМК «Яльчикское» ООО директорĕ Вячеслав Сядуков тата Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Светлана Петрянкина шăпах çак ыйтусене çĕклерĕç. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхне Юрий Алексеева тата Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Лариса Ильинана итлени те ахальтен пулмарĕ. Мĕншĕн тесен район территорийĕнче Аслă Пăла юхан шывĕн хĕрринчи — Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç, Кавал, Аслă Пăла Тимеш ялĕсенчи айлăмри вырăнсенчи çурт-йĕре ейỹ илме пултарасса пĕлетпĕр. Çаксене шута илсе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ чрезвычайлă лару-тăрура çынсене пулăшу кỹме çирĕплетнĕ майсем çинчен чарăнса тăчĕ. Ейỹ шỹтлемест, юлашкинчен 2012 тата 2018 çулсенче Аслă Пăла юхан шывĕ асфальтлă çул урлă шавласа юхнине, Кавалпа Исемпел ялĕсем хушшинче шыв шайĕ çĕр хăпартса асфальт сарнă дамба таранах çитнине нумайăшĕ астума тивĕçлĕ. Хальхинче те çакăн пек ỹкерчĕкпе тĕл пулма пултарасран асăрханса çул-йĕр ĕçченĕсем çак вырăна ятарлă паллăсем вырнаçтарнă, шыв çулне пỹлме хатĕрленсе хăйăр тултарнă михĕсемпе саппасланнă.

Гидротехника сооруженийĕсене сыхласа хăварассипе çыхăннă ĕçсемшĕн те тỹррĕнех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен ыйтаççĕ. Хальхи вăхăтра районĕпе шутланса тăракан 29 гидротехника сооруженийĕнчен ытларахăшĕ Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă. Вĕсем кивелсе пынине кура шыв-шур тапхăрĕнче аварисем пулас хăрушлăх тата ỹсет. Çаксене шута илсен, тимлĕхе ỹстерме кирли куç кĕретех.

Район администрацийĕн тата МЧС представителĕсем пĕрлехи диспетчерпа дежурство службин, Елчĕк шкулĕнчи инкек пулсан вăхăтлăха вырнаçтармалли пункт ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашнă, Аслă Пăла Тимеш тата Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенчи гидротехника сооруженийĕсене çитсе курнă.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code