«Шанчăк» çĕнтерỹçисем
«Шупашкар-арена» Пăр керменĕнче республикăри шкул ачисен «Шанчăк» хоккей турнирĕн финалĕ иртнĕ.
Вадим Иванов ертсе пынă район команди Çĕрпỹсене 8:1 шутпа парăнтарнă, финалта Вăрнарти «Кристала» та шанăç хăварман — 5:3.
Афганец ячĕпе
Елчĕкри «Улăп» ФОКра Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Юрий Борисов воин-интернационалиста асăнса районти вĕренекенсен черетлĕ баскетбол ăмăртăвĕ икĕ куна пынă.
Арçын ачасен финалĕнче Патреккелсем Елчĕксенчен вăйлăрах пулнă пулсан, хĕр ачасем вара «вырăнпа улшăннă»: Елчĕксем Патреккелсене çĕнтернĕ. Турнира Ю.Борисовпа пĕр класра вĕреннĕ Владимир Игнатьев, Лариса Романова тата ыттисем çỹллĕ шайра йĕркеленĕ.
ГТОра — штангистсем
Елчĕкри Спорт çуртĕнчи йывăр атлетика секцине çỹрекенсем штанга йăтассипе çеç мар, спортăн ытти тĕсĕнче те маттур.
Александр Портнов тренер ертсе пыракан 15 атлет çак кунсенче ГТОн тесчĕсенче тĕрĕсленĕ хăйсене. Нумайăшĕ ылтăн значока илме ĕмĕтленеççĕ.
Курнавăшри турнирта
Шкулти спортзалта ялти волейбол командин капитанĕ пулнă Юрий Димитриева асăнса уçă турнир йĕркеленĕ.
Çивĕч вăйăсенче пысăк ăсталăх кăтартса Шупашкар районĕнчи «Унга» команда мала тухнă. Патăрьел районĕнчи «Кивĕ Ахпỹрт» тата «Курнавăш» — призерсем.
Стройра утаççĕ кадетсем…
Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ спорт шкулĕнче кадет класĕсенче вĕренекенсем стройпа утассипе смотра хутшăннă.
Зонăри тупăшура Елчĕкри вăтам шкулти 8 «к» класри Виктор Демьянов педагог ертсе пыракан вĕренекенсем те хăйсен ăсталăхĕпе палăрнă. Çапла майпа республикăри «Кадетская поверка — 2022» смотрăн малаллахи тапхăрне хутшăнма тивĕçнĕ.