Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

2-мĕш турта — çитĕн

Елчĕкри стадион-площадкăра Чăваш Ен футбол чемпионачĕн иккĕмĕш турĕ иртнĕ.

«Яльчики» команда республикăри турнирта чылай çул вылякан Тăвай районĕнчи «Турмыши» футболисчĕсене йышăннă. Çапах та кил хуçисене «стенасем те пулăшни» палăрнах: вĕсем хăнасене 3:0 шутпа çĕнтернĕ. Мечĕксене Николай Николаев (Акчел), Дмитрий Волков тата Даниил Трофимов (Хăвăлçырма) тапса кĕртнĕ.

Июнĕн 5-мĕшĕнче Елчĕксем Канаш хулинче вырăнти командăпа тĕл пулаççĕ.

Пуласлăхĕ пысăк

Елчĕкри вăтам шкулта 1-мĕш класра вĕренекен Михаил Миллин спорт картлашкипе шав çỹлелле хăпарать.

Маларахри ăмăртусенче вăл ытларах призерсен йышĕнче пулнă пулсан, халĕ вара час-часах «ылтăна» та алла илет. Çакна вăл Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тутаркассинче иртнĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирĕнче çирĕплетнĕ. Сергей Александров тренер вĕренекенĕ 23 килограма çитичченхи виçере шанчăклăнах çĕнтерỹçĕ пулса тăнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code