Майăн 31-мĕшĕнче — пирус туртнине хирĕç кĕрешмелли кун.
Хальхи çамрăксем сигарета сиенсĕр тесе шутлаççĕ пулĕ. Мăкăрлантараççĕ те мăкăрлантараççĕ ăна. Çăвара кĕрекен никотин тĕтĕмĕ сывлăха хавшатни тахçанах пурне те паллă ĕнтĕ.
Пируссем тĕрлĕрен пулаççĕ. Пĕрисем çине «легкий», теприсем çине «мягкий» тесе çырса хураççĕ. Хакĕсем те йỹнĕ мар вĕсен. Кĕсьене çỹхетни пĕрре, сиенĕ вара сывлăха пит хавшатать. Табаксăр пуçне пирус çине тем çỹппи те кĕнине, тем тĕрлĕ хутăшсене янине те çирĕплетеççĕ. Пĕр сигарет çын ĕмĕрне 5-6 минут чакарать, çамрăк организмăнне — икĕ хут. Пирус кăларакансем тупăш тăвас тесе çын сывлăхĕ çинчен шухăшламаççĕ, паллах. Вĕсене услам туса пултăр. Пирус мăкăрлантаракансем вара çемьене пысăк тăкак кỹреççĕ. Табак туртакан çын ỹсĕр пулсан — пушшех. Сахал пулнă-им районта кил-çурчĕсем, хуралтăсем çунса кайнă тĕслĕхсем? Е тата хăйсем те тĕтĕмпе чыхăнса вилнĕ тĕслĕхсене пĕрре мар илтме тỹр килнĕ. Çавăнпа та табак туртма пăрахнинчен ырри нимĕн те çук. Хамăр ĕмĕре хамăрăн сиенлĕ йăлана пула кĕскетер мар.
Р.ШАКОВА,
районти тĕп больницăри нарколог.