Кĕçĕн Таяпари фельдшерпа акушер пункчĕ Медицина ĕçченĕн кунне халалланă конкурсăн «Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ» номинацийĕнче çĕнтернĕ.
ФАПра заведующи пулса Валентина Головина тăрăшать. Вăл сывлăх сыхлавĕн сферинче 37 çул ĕçлет, çав шутран 15 çул — ертỹçĕре. Валентина Петровна хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлекен ĕçчен, халăха вăл эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплет.
Ырă ят çĕнсе илнĕ медработник обществăлла ĕçре харсăр. Анлă тавра курăмлăскере ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ пулма суйланă.
(Хамăр инф.).
Л.ИЛЬИНА сăн ỹкерчĕкĕнче: Валентина Головина.