Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Çĕнĕ столовăй çĕкленет

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта строительство ĕçĕсене анлăн йĕркелесе янă.

Кунта çĕнĕ столовăй пулать. Хальхи вăхăтра кунта стенасен бетон блокĕсене вырнаçтарнă тата ытти ĕçсене те пурнăçланă. Ĕç кал-кал пырать.

Çул тăваççĕ

Районта çулсерен вун-вун çухрăм автомобиль çулĕ çĕнелет.

Пуçару бюджечĕ çинче никĕсленекен ятарлă программăпа усă курса хальхи вăхăтра Курнавăш ялĕнчи Центральная урама асфальт сарма тытăннă. Унăн тăршшĕ 1 çухрăм ытларах.

Культура ĕçченĕсем пуçаруллă

Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн ĕçченĕсем шкул ачисен канăвне усăллă йĕркелесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Çакна асра тытса вĕсем çуллахи каникулăн малтанхи кунĕсенчех «Тăван тăрăхри вырăнсене пĕлмесĕр тĕнчене тухаймăн» ятпа йĕркеленĕ велопохода тухма шут тытнă. Вĕсем ушкăнпа ял çывăхĕнчи вăрманти чи илемлĕ вырăнсене çитсе курнă. Малтан культура çуртĕнче пулса Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа йĕркеленĕ стендпа, ялти паллă çынсен сăн ỹкерчĕкĕсемпе тата вĕсем çинчен пухса хатĕрленĕ материалсемпе кăмăлтан паллашнă.

Велочупуçăсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансен палăкĕ умĕнче пуçĕсене тайнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code