Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Витамин ытларах пултăр

Витамин ытларах пултăр

Вĕренỹ çулĕ пуçланиччен икĕ эрне ытларах çеç вăхăт юлать. Врач патĕнче пулса, час-часах ашшĕ-амăшĕсем тухтăртан канаш ыйтаççĕ: ачана вĕренỹ çулне мĕнле тĕрĕс хатĕрлемелле? Мĕнле апат çитермелле? Шкул ачин стресне мĕнле майпа сирмелле? Елчĕк район больницин педиатр тухтăрĕ Надежда Афанасьева ачана вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрлемеллине канаш пачĕ. Чи кирли — ачасен сывлăхĕ çинчен сăмах пырать.

Çĕнĕ вĕренỹ çулне ашшĕ-амăшĕсем те, вĕренекенсем те хатĕрленме вăхăт. Малтанлăха ачан апат-çимĕç рационне асăрхамалла. Унта пахча çимĕç, улма-çырла, уйрăмах С витамин нумай вĕсенче, шăлан, киви, пылак пăрăç, купăста, хура хурлăхан, петрушка май килнĕ таран пулмалла. Витаминсем таблеткăсенче пулсан, вĕсене те ĕçме пулать, анчах вĕсене апат-çимĕçрен илме тăрăшсан авантарах. Малтанхи сивĕсем пуçлансан ачан организмĕнчи иммунитета çирĕплетме пулăшакан çимĕçсем пулсан аван.

Шăпах вĕренỹ çулĕ пуçланиччен икĕ эрне малтан ыйхă йĕркине йĕркелемелле. Ачана стресс ан пултăр тесен кашни кунах малтанхинчен кăшт маларах вырттармалла. Вĕренỹ çулĕ пуçлансан, малтанхи кунсенчех ачана савăнăçлă кану тапхăрĕнче, куллен уçăлса çỹрессинчен, вăйăсемсĕр хăвармалла мар. Çакă ырă кăмăл-туйăм кỹрет, вĕренỹ процесне майĕпен хутшăнма май парать. Киле пурнăçлама панă уроксене каçхине 5-6 сехетре тума сĕнеççĕ, мĕншĕн тесен çак вăхăтра ачан ăс-хакăлĕпе хастарлăхĕ пысăк. Вăл пурăнакан пỹлĕмре çутă çителĕклĕ пулмалла, ăна лайăх уçăлтармалла.

Кĕркунне ачасем сезон чирĕсемпе ытларах чирлеме пуçлаççĕ. Пылак çимĕçсене, шурă çăнăхран тунă апат-çимĕçе чакарсан авантарах. Шăнса пăсăлни палăрсанах шкула çỹремелле мар, сываличчен килте юлсан авантарах, организмăн чире хăвăртрах çĕнтерме май пулĕ. Стресс иммунитета чакарать. Ашшĕ-амăшĕн вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕнхи тĕп тĕллевĕ — шкула савăнăçлă кайма хистесси: шкул сăнарне, пĕлỹ илмелли вырăнсене, туссемпе хутшăнмалли кăмăллă сисĕм-туйăмсене йĕркелемелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code