Хăй тĕллĕн ĕçлекенсем патшалăх субсидийĕсене тивĕçеççĕ. Пулăшăва республикăри 49 çын илнĕ ĕнтĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствин пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх, субсидие хушма хуçалăх тытакан, професси тупăшĕнчен налук тỹлекен илме пултарать.
Укçа-тенке ăçта яма пулать-ха? Акă вĕсен тĕп енĕсем:
- ирĕкре çитĕннĕ пахча çимĕçе сутма (тоннăшăн 2000 тенкĕ);
- çĕр улми вырнаçтарма (тоннăшăн 3000 тенкĕ);
- сĕтлĕ ĕне тытма (пĕр пуçшăн — 5500 тенкĕ, икĕ пуçшăн — 6500 тенкĕ, виçĕ е ытларах пуçшăн — 7500 тенкĕ);
- ашлăх ăратĕнчи ĕнене усрама (пĕр пуçшăн 5600 тенкĕ);
- сурăхсемпе качакасем усрама (пĕр пуçшăн 500 тенкĕ);
- ĕнесем усрама (пĕр пуçшăн 70 пин тенкĕ);
- качакасем туянма (пĕр пуçшăн 5000 тенкĕ);
- ăратлă вăкăрсен ар вăрлăхне туянма (тăкакăн 90 проценчĕ саплашăнать);
- ял хуçалăх техники, оборудовани (тăкакăн 40 проценчĕ);
- минераллă удобрени туянма (тăкакăн 30 проценчĕ);
- хурт-хăмăр ĕçĕ валли материал илме (тăкакăн 40 проценчĕ);
- тăпрана агрохими тĕпчевĕ тума (тăкакăн 50 проценчĕ);
- акмалли вăрлăха лаборатори тĕпчевĕ витĕр кăларма (тăкакăн 50 проценчĕ саплашăнать).