Чăваш Енре республикăн 2023-2025 çулĕсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне халăхпа сỹтсе явнă.
2023 çулта республика бюджечĕн тупăш пайĕ 80,2 млрд тенкĕпе (малтан палăртнă планран 19,7 процент пысăкрах) танлашĕ. Харпăр тупăш — 42,1 млрд тенкĕ (21,1 процент ỹсĕмлĕ). Расхутсен пайĕ 83 млрд тенкĕ пуласса палăртнă. Тепĕр çул Федераци бюджетĕнчен уйăракан каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ 38 млрд тенкĕпе танлашĕ.
Республикăн кăçалхи бюджечĕн кăрлач-авăн уйăхĕсенчи тупăшĕ 58,4 миллиард тенкĕрен иртнĕ. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 8,7 процент пысăкрах. Тăхăр уйăхра хамăрăн тупăш ỹсни курăмлă, вăл 30 миллиард тенкĕ патне çывхарнă — пĕлтĕрхи январь-сентябрь уйăхĕсенчи виçерен 20,7 процент пысăкрах пулнă. Çав шутра налук тупăшĕ палăрмаллах пысăкланнă: 19,2 процент. Уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук 16 процент ытла хушăннă, акцизсем тата ансатлатнă йĕркепе илекен налуксем вара 31-36 процент чухлĕ ỹснĕ. Федераци бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар йĕркепе 28 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă — 4,2 процент нумайрах.