«Чăваш Ен туризмĕ» форума мĕнле хатĕрленни пирки ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура пăхса тухнă.
Ун пирки экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарнă. Форум ноябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 2-мĕшĕччен пырĕ. 9 сесси пулĕ, кашни туризмăн вăл е ку ыйтăвĕсене тĕпе хурĕ: агротуризм, промышленность туризмĕ, туризм валли кадрсем хатĕрлесси тата ытти те. Декабрĕн 2-мĕшĕнче пĕрлехи лару йĕркелеме палăртнă. Площадка йĕркелỹçи — Чăваш Енĕн Цифра министерстви. Республикăри туризма аталантарас ĕçе лайăхлатасси, паллах, хальхи йышши цифра йышăнăвĕсене ĕçе кĕртмесĕр май çуках.