Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Правасене пĕлетпĕр-и?

Правасене пĕлетпĕр-и?

Хамăрăн правасене лайăх пĕлетпĕр-и? Çакна тĕрĕслемешкĕн май пур! Декабрĕн 3-12-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри юридици диктанчĕ çыраççĕ, вăл кăçалхипе 6-мĕш хут иртет.

Диктанта çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче те çырма май пулать. Онлайн мелпе те, ятарлă лапамсенче те.

Право тĕрĕслевне хутшăнма 14 çула çитнисен юрать, вăл тỹлевсĕр. Тест ыйтăвĕсене хуравлас тесен юрдиктант.рф сайта кĕмелле. Пĕтĕмпе 40 ыйту пулĕ, вĕсене хуравлама 60 минут уйăрĕç.

Диктант ыйтăвĕсем Конституципе, административлă яваплăхпа, ĕçлев, çемье прависемпе, административлă, гражданла правăпа çыхăннă. Диктанта on-line режимпа электронлă тестировани мелĕпе ирттереççĕ.

Мероприяти йĕркелỹçисем — Раççейри юристсен ассоциацийĕ тата Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕ. Чăваш Енре тĕрĕслев ĕçне пурнăçлама аслă шкулсен (И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, Шупашкарти коопераци институчĕ) тата республикăри шкулсен никĕсĕ çинче тĕрлĕ площадка палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code