Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрлĕ жанр пултăр

Тĕрлĕ жанр пултăр

Çитес çул юратнă «Елчĕк ен» хаçат эрнере икĕ хут тухма пуçлани питĕ савăнтарать. Çĕнĕ çул çывхарса килнĕ май редакци ĕçченĕсене çирĕп сывлăх тата ĕçре ăнăçупа чăтăмлăх сунас килет. Вĕсем хаçатăн пуласлăхĕ пирки тăрăшсан эпир ăна хĕпĕртесе алла тытса вулăпăр. Кашни çулах çырăнса илме хатĕр пулăпăр.

Эпĕ тăван район хаçатне 1970 çултанпах çырăнса илетĕп. 2023 çулăн пĕрремĕш çур çулне те илсе тăрăп ăна. Манăн ĕмĕтĕм çапларах: хаçатăн çĕнĕ номерĕсенче тĕп редактор колонкине вулас килет. Çавăн пекех уйăхра пĕрре «Литература страницине» курасшăн. Пуринчен те ытларах çамрăк талантсене çул уçса парса пырсан питĕ аванччĕ. Çамрăк чухне мана та редакци ĕçченĕсем пулăшса пынипе паянхи кунччен çырма хавхаланатăп. Ман шутпа хаçатра малашне те вулакансене килĕшекен сăвă-калавсем, юптарусем, ытти жанрпа çырнă хайлавсем пичетленессе шанатăп. Ял çыннин çăмăл мар ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ, шăпи çинчен малашне те вуласа пĕлсен питĕ лайăх пулĕччĕ…

Валерий ТЕЛЕЙ. Лаш Таяпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code