Совет саманинче районти колхозсенче социализмла ăмăрту йĕркелессине, ĕçре малта пыракансене хавхалантарассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Ленин орденлĕ «Победа» хуçалăхра уйрăмах тĕпе хунă ăна.
Николай Григорьев фотокорреспондентăн 1980 çулта тунă сăн ỹкерчĕкĕнче — колхозри комсомол комитечĕн секретарĕ Илья Трофимов (варринче) тата ял хуçалăх ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Виталий Свеклов (сылтăмра) СК-3 «Нива» комбайнпа тыр-пул пухса çапакан Алексей Суркова Хисеп грамотипе чысланă самант.
Сăмах май, Алексей Игнатьевич — Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ (1978).