Кивĕ Эйпеç ялĕ округ центрĕнчен 11 çухрăмра вырнаçнă. Çывăхри сиплев учрежденине çитме — 7 çухрăм. Кунти фельдшерпа акушер пункчĕ икĕ ялти — Кивĕ Эйпеçри тата Питтĕпелти 315 çынна тивĕçтерет.
Паллах, «тивĕçтерет» тени паянхи кун требованийĕсемпе пачах килĕшсе тăмасть. ФАП, клубăн пĕр пỹлĕмĕнче вырнаçнăскер, кивелнĕ. Тĕп юсав ĕçĕсем тахçанах пулман. Шыв кĕрсе тухассине йĕркелемен. Сывлăш температурине пĕрешкел тытса тăма та хĕн.
Кăçал вара Кивĕ Эйпеçре çĕнĕ ФАП пулатех. Кунта халь строительство ĕçĕсем пыраççĕ ĕнтĕ. Аслă Пăла Тимешĕнче врач амбулаторине тума пикеннĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2023 çулта Тăрăм ялĕнче те фельдшерпа акушер пункчĕ çĕклеме палăртнă. Модернизаци программипе объектсене хута яма пĕтĕмпе 45 миллиона яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă.