Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мал ĕмĕтлĕ хĕрарăм

Мал ĕмĕтлĕ хĕрарăм

Кашни çын çак çут тĕнчене пурăнма çуралать. Пурнăç виçи вара — çын тума ĕлкĕрнĕ ĕçсем. Кашниех пурăнан пурнăçра ырă ят хăварасшăн. Кайран вара, ватлăхра, тунă ĕçсемпе савăнмалла, мухтанмалла пултăр. Çавăнпа та кирек кам та пурнăçра малашлăх çинчен ĕмĕтленет, ырă пурнăç йĕркелеме тăрăшать. Унсăрăн тĕнчери пурнăç пĕр вырăнта тăнă пулĕччĕ. Анчах та телейлĕ пурнăç хатĕр выртмасть. Ăна пирĕн хамăрăн тупмалла, ĕçлесе тумалла.

Паянхи пурнăçа илес пулсассăн, çын хăйне вăйлă туясси тĕрлĕ сăлтавран килет: çемье тĕрекĕнчен, тус-юлташ пурринчен, ĕç вырăнĕнчен, сывлăх çирĕп пулнинчен, ăс-тăнпа чун-чĕре пуянлăхĕнчен, тĕрĕс пурăнма пĕлнинчен, пултарулăхран, кашни тĕллеве пурнăçлама пĕлнинчен.

Ял тени пултаруллă та сумлă çынсемсĕр пулмасть. Çакăн пек çынсен шутне манăн Кушкă ялĕнче пурăнакан Надежда Хмелевăна кĕртес килет. Вăл çут тĕнчене çак ялтах, Валерий Георгиевичпа Мария Леонтьевна Зайцевсен çемйинче, çут çанталăк шап-шур çеçкене ларсан, çу уйăхĕнче килнĕ. Çемьере 2 ывăл тата Надежда çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван колхозра вăй хунă, Маня аппа çамрăкранах ферма сукмакне такăрлатнă. Валери тете тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозри тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Çемьери ачасем ỹссе çитĕннĕ, кашни хăй вырăнне тупнă. Ывăлĕсем, Сашăпа Сергей, иккĕшĕ те хулара тĕпленнĕ. Надежда вара хамăр тăван ялтах юлма кăмăл тунă. Ялти тăван шкулта 11 класс пĕтернĕ хыççăн вăл Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче пĕлỹ илнĕ. Кунпа çеç лăпланса лармасть харсăр хĕр, пĕлĕвне малалла аталантарма И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрет. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухса бухгалтер-экономист дипломне алла илет. Кăлкан пек кăтра çỹçлĕ хỹхĕм пикене ялтан аякка качча тухма Турă çырман пуль. Ỹркенмен, вăр-варлăхĕпе палăрнă хĕре ял каччи куç хывнă. 2007 çулта Надежда тăван ялах качча тухать. Вĕсем Петр Хмелевпа çемье çавăраççĕ. Хăй вăхăтĕнче Надеждăпа Петьăн амăшĕсем чи çывăх юлташсемччĕ, иккĕшĕ те фермăра дояркăра ĕçлетчĕç. Халĕ вара вĕсем — тăхлачăсем. Ача чухнех вĕсем амăшĕсене пулăшма ферма сукмакне такăрлатнă, пĕрлех вылянă.

Паянхи пурнăçра çынсенчен час-часах «Ялта ĕç çук», «Яла ан юлăр» тенине илтме пулать. Çав вăхăтрах эпир «Ĕçлекене ĕç тупăнать» е «Ỹркенмен ăста пулнă» текен ваттисен сăмахĕсене манса каятпăр. Хмелевсен çемйи ĕçсĕр алă усса лармасть. Йывăрлăхсен умĕнче те пуç усмаççĕ харсăр çамрăксем. Надежда малтан 4 çул хушши колхозра экономистра ĕçлерĕ. Колхозсем саланса кайнă хыççăн Хмелевсем ялти çĕрсене илсе тыр-пул çитĕнтереççĕ тата колхоз мастерскойĕ пулнă вырăнта ĕне-выльăх ферми туса хунă. Çапла майпа хăйсене çеç мар, ялти çынсене те тĕрлĕ ĕç вырăнĕсем тупса панă. Кил-хуçалăхра та вĕсем выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ. Çурчĕ те кермен пек — хуларинчен пĕрре те кая мар. Кашнин уйрăм пỹлĕм, санузел та, душ та пур. Çемьере икĕ ывăл çитĕнеççĕ: Кирилпа Глеб. Хальлĕхе вĕсем иккĕшĕ те Кушкăри вăтам шкул çумĕнчи «Теремок» ача садне çỹреççĕ. Çамрăк кинĕпе хунямăшĕ тахçанах пĕр чĕлхе тупнă. Вĕсем пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ. Апла пулсан, мĕншĕн пурăнас мар ялта?

Паянхи пурнăçпа тан утăмлакан мал ĕмĕтлĕ çамрăк хĕрарăмăн ырă ĕçĕсем пурте ялпа çыхăннă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ çулсеренех ака ĕçĕсем пĕтнĕ хыççăн Акатуй уявне те йĕркелесе ирттереççĕ.

Часах çур аки çитет. Ял çыннин каллех хĕрỹ тапхăр пуçланать. Апла пулсан, Надежда Валерьевнăпа Петр Васильевич çемйине малалла та тăрăшса ĕçлеме вăй-хал, сывлăх сунатпăр. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пырсан çеç ĕç ăнать, ырă ят сарăлать. Ĕçрен хăраман, таса чун-чĕреллĕ, ырă ĕмĕтлĕ çын. Шăпах çавăн пек çын тесе шутлатăп та эпĕ Надежда Валерьевнăна.

Пурнăçа лайăхлатас тесен кашни çыннăн хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕçе суйласа илмелле. Çав ĕçре чун-чĕрене хурса ĕçлемелле, çитĕнỹсем тумалла, малалли пурнăç çинчен шухăшламалла.

Анна ПОРТНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code