Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инкек-синкексĕр ирттĕр

Инкек-синкексĕр ирттĕр

Уй-хир ĕçĕсем пуçланас умĕн ял хуçалăх организацийĕсенче ĕç сыхлавĕн йĕркисене вĕрентессине тĕп вырăна хураççĕ.

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче те механизаторсемпе водительсене, акана хутшăнакан ытти çынсене хăрушсăрлăх йĕркисене хăнăхтарас тĕллевпе семинар-вĕренỹ йĕркелесе ирттернĕ. Гурий Федоров председатель яваплă тапхăрта ĕç сыхлавĕпе пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене, производство дисциплинине çирĕп пăхăнса ĕçлесси пирки чарăнса тăнă. Ака вăхăтĕнчи ĕçе тухăçлă йĕркелеме вара хуçалăхра майсем çителĕклĕ: хире тухакан ял хуçалăх техникине юсас ĕçе туллин вĕçленĕ, вĕсене шанчăклă çынсен аллине шанса панă, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобрени çителĕклĕ таран кỹрсе килнĕ, хĕрỹ тапхăрти хаклă вăхăта перекетлес тĕллевпе ака ĕçне хутшăнакансене куллен 2 хутчен апатлантарассине йĕркелеççĕ.

Тивĕçлĕ çынсем пурте медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Хирти ĕçсем пуçланиччен вĕсем тепĕр хутчен тĕллевлĕ инструктаж илеççĕ, механизаторсемпе водительсене ятарлă ĕç тумтирĕсемпе, комбайнсемпе тракторсене, автомашинăсене пушар сỹнтермелли хатĕрсемпе, аптечкăсемпе тивĕçтереççĕ.

Семинар-вĕренỹ ĕçĕнче çавăн пекех Дмитрий Чернов тĕп инженер, автотрактор паркĕн механик-диспетчерĕ Валерий Пыркин хĕрỹ вăхăт тĕлне ял хуçалăх машинисене хатĕрлессипе мĕнле ĕçлени, Александр Сусметов тĕп энергетик энергохуçалăха инкек-синкексĕр йĕркелесе пырасси çинчен тухса калаçнă.

Семинар-вĕренỹ ĕçне Гурий Федоров пĕтĕмлетнĕ, ку чухне уйрăммăн илсен, вăл кашни çыннăн хăйне шанса панă участокри яваплăхĕ тата чи кирли — акана инкек-синкексĕр ирттересси пирки чарăнса тăнă.

(Хамăр корр.).

Сăн ỹкерчĕкре: Семинар-вĕренĕве хутшăннисен умĕнче Ольга Изратова фельдшер тухса калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code