Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кайăксем — пирĕн туссем

Кайăксем — пирĕн туссем

Юлашки вăхăтра час-часах çил-тăман ахăрать, юр çăвать. Тăрсан-тăрсан сивĕ те пит-куçран чĕпĕтет. Çакăн пек çанталăкра вĕçен кайăксене уйрăмах йывăр пулнине пĕчĕк шăпăрлансем питĕ лайăх ăнланаççĕ. Çамрăк пулин те вĕсене вăй çитнĕ таран пулăшмаллине аван чухлаççĕ ачасем.

«Сырăшсем ăсталаса тăрантарас. Йывăрлăхра пулăшар кĕçĕн тусăмăрсене», — терĕç Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 1-мĕш «в» класра вĕренекенсем.

Шутланă — тунă. Ашшĕ-амăшĕпе ăсталанă сырăшсене шкула илсе килчĕç. Пĕринчен тепри тĕлĕнмелле ăсталанă сырăшсене класс кантăкĕнчен сăнамалла пултăр тесе йывăçсем çине вырнаçтартăмăр. Унта çăкăр тĕпренчĕкĕсем, кĕрпе, тулă сапса патăмăр. Хĕвел çаврăнăшне те хĕрхенмерĕç вĕренекенсем хăйсен тусĕсем валли.

Кайăксем вĕçсе килеççĕ-ши? Хурса панă апатне çийĕç-ши? Çак ыйтусем канăç памарĕç ачасене.

Нумай та вăхăт иртмерĕ, сырăш çине кăсăясемпе çерçисем вĕçсе килчĕç. Вĕсем васкасах хатĕр апата çиме пуçларĕç. Хăйсем тем çинчен чĕвĕлтетеççĕ. Тен, вĕсем хăйсен калаçăвĕнче ачасене тав тăваççĕ? Хамăр туссене пĕтме памастпăр, сивĕ хĕле чăтса ирттерме пулăшатпăр.

Ачасем, эсир те вĕçен кайăксене хĕллехи сивĕсенче, çил-тăмансенче тăрантарма манса ан кайăр!

Вĕçен кайăксем — пирĕн туссем. Çу кунĕнче вĕсем хурт-кăпшанкăсене пĕтерĕç, çут çанталăка усă кỹрĕç.

С.ЗАЙЦЕВА,
Елчĕк шкулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code