Вторник, 26 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Пирĕн истори»

«Пирĕн истори»

Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннисене асăнмалли кун Куславкка округĕнчи Куснар ялĕ çывăхĕнчи «Чĕмсĕр чикĕсене тăвакансене…» мемориал комлексĕнче музей уçăлнă тата митинг-реквием пулнă.

ЦИТАТА
Олег НИКОЛАЕВ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

— Чăваш халăхĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи ĕç паттăрлăхне çулталăк çурă тишкертĕмĕр. Пухнă информаци тĕлĕнтерчĕ, мăнаçлантарчĕ, çунатлантарчĕ. Архиври документсемпе тата материалсемпе усă курса ултă кĕнеке кăлартăмăр. Унта хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннă, паян пурăнакан çынсен аса илĕвĕсене те кĕртнĕ. Çак астăвăм пире тапса тăракан çăлкуç пек пуянлатать, йывăрлăхсене çĕнтерме, малалла кайма пулăшать.

Пĕлетĕр ĕнтĕ: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ĕçре паттăрлăх кăтартнисене халалланă мемориала 2022 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçнăччĕ. Астăвăм комплексĕ пирки республика çыннисем кăна мар, аякрисем те пĕлеççĕ. Кунта таçтан та килсе кураççĕ.

«Çĕнĕ йышши мультимедиа хатĕрĕсемпе усă курса кунта вăрçă вăхăтĕнчи пулăмсене яр уççăн кăтартаççĕ. Астăвăм комплексĕнче часавай та, кану вырăнĕ те уçма палăртатпăр. Çак тĕллевсене çитес вăхăтра пурнăçа кĕртессе шанатăп», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. Олег Алексеевич пĕлтернĕ тăрăх, мемориал уçăлнăранпа Раççейĕн тĕрлĕ субъектĕнчен 45 пин çын пулса курнă. «Иртсе кайнă чухне чарăнакан та, ятарласа килсе куракан та йышлă. Тĕрлĕ округран шкул ачисене «чĕрĕ уроксем» ирттерме илсе килеççĕ. Кунта ачасем историе вĕренеççĕ. Астăвăм комплексĕнчен урăх тĕнче курăмпа каяççĕ», — палăртрĕ республика Пуçлăхĕ.

Олег Алексеевич аса илтернĕ тăрăх 2020 çулта Раççей Президенчĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи çулсенчи тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне асра хăварас тесе документлă архив центрĕсем тума тĕллев лартнă. «Çак тĕслĕхсем çинче çамрăк ăрăва воспитани памалла. Иртнине, истори страницисене пĕлччĕр вĕсем. Эпир камсем пулнине шута илсе йăхташăмăрсен йăли-йĕркисене çирĕппĕн малалла тăсчăр. Çĕршыв пуласлăхне çав никĕс çинче туччăр», — тенĕ Владимир Путин.

Митинга Тутар Республикин премьер-министрĕн çумĕ Василь Шайхразиев хутшăннă. «Тутарстанран мемориала çитме инçе те мар. Пирĕн республикăри шкул ачисем те музее килсе курасса шанатăп, мĕншĕн тесен Сăр тата Хусан чиккисем — пирĕн пĕрлехи истори», — палăртнă вăл.

Музей темиçе пайран тăрать. Экспонатсем комплекс территорийĕнче те, музейре шалта та пур. Экспозицире — Чăваш наци музейĕн фондĕнчен илсе кайнă япаласем. Çав вăхăтрах археологи экспедицийĕсенче тупнă хатĕр-хĕтĕре те курма пулать. Информаципе туллин паллаштарас тĕллевпе мультимедиа хатĕрĕсемпе, информаци сĕтелĕсемпе, плазма панелĕпе, лазер проекторĕсемпе тата акустика тытăмĕпе усă курнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code