Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пултаруллă вĕренекенсем

Пултаруллă вĕренекенсем

Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи 11-мĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пулма тỹр килчĕ нумаях пулмасть. Эпир килнĕ тĕле чăваш чĕлхипе литература, этика тата çемье пурнăçĕн психологийĕ предметсене вĕрентекен Нина Леваян урокĕ вĕçленнĕччĕ.

Нина Аркадьевна пире çак класра вĕренỹре малта пыракан, предмет олимпиадисене тата тĕрлĕ конкурссене хастар хутшăнакан, пурнăçа чун-чĕререн юратакан, илеме чунпа туякан пултаруллă ачасем вĕреннине маларах та каланăччĕ. Халĕ вĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулма май тупнăшăн савăнтăмăр.

— Çак ачасен пултарулăхне тупса палăртса вĕсене аталантарсах пынăшăн, илем тĕнчине çывăх пулма хăнăхтарнăшăн манăн чи малтанах вĕсен пĕрремĕш вĕрентекенĕсене пысăк тав сăмахĕ калас килет, — палăртать Нина Левая.

Нина Аркадьевна хăй те шкул ачисене тĕрлĕ енлĕ аталантарса пырать. Ачасен куçĕсем çунса тăни, пĕри тепринчен хастар пулни — вĕрентекенсен тỹпи. Педагогсем кашни урока тĕплĕн хатĕрленнĕ май вĕсене пахалăхлă, пуян та интереслĕ тума тăрăшаççĕ.

— Вĕренекенсем уйрăмах дискусси мелĕпе иртекен уроксене кăмăллаççĕ. Кĕнеке вулама юратнăран вĕсен пĕлĕвĕ пысăк, — калаçăвне малалла тăсать вĕрентекен.

Класри икĕ хĕр — Таня Черновăпа Софья Ловкина — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсем. Таня çак ята 2 хут та тивĕçнĕ. Аня Шкаповăпа Инесса Волкова конкурссенче харсăр. Алена Зайцевăпа Юля Павлова сăн ỹкерчĕксем, видеоклипсем тума маçтăр.

Хĕрсем вĕренỹре малта пыраççĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: малти ретре — Юля Павлова, Нина Левая, Софья Ловкина, Таня Чернова, иккĕмĕш ретре — Алена Зайцева, Инесса Волкова, Аня Шкапова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code