Пĕр-пĕрне айăпласа, хурласа е чăнлăхран пăрса калакан кирек мĕнле сăмахпа е информаципе халăха пăтратма тăрăшни тĕл пулать.
Киревсĕр шухăшлă çынсем чылай чухне ку меслетсемпе экстремизма, национализма ỹстерес, пĕр-пĕрин хушшинче курайманлăх çуратас тĕллевпе усă кураççĕ. Çавăнпа та Интернет, ытти тĕрлĕ çăлкуç урлă информаци илнĕ чухне яланах асăрхануллă пулмаллине асрах тытар.
Çакна тĕпе хурса йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем ноябрь уйăхĕнче «Курайманлăхпа вăрçăнăва — çул çук» ятпа акци йĕркеленĕ.
Преступленисемпе çыхăннă пĕтĕмĕшле лару-тăру Чăваш Енре Раççейри вăтам шайран самай лăпкăрах, çапах та ку енĕпе сыхлăха çухатма юрамасть.
Л.ЕГОРОВА.