Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Усăллă форум

Усăллă форум

Шкул пĕтерсен ăçта вĕренме е ĕçлеме каймалла? Ỹссен кам пулмалла? Хамăн пурнăçа тăван енпе е хулапа çыхăнтармалла?

Аслă классенче вĕренекенсене хумхантаракан çак тата ытти ыйтусем тавра сăмах пычĕ ял шкулĕсен форумĕнче. Вăл Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкул никĕсĕ çинче иртрĕ. Унта округри шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен канашçисем тата аслă классенче пĕлỹ илекенсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах пухăннисене Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Инесса Воронова, шкул директорĕ Виктор Карчиков тата Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Марина Павлова саламларĕç, форум ĕç-хĕлне ăнăçу сунчĕç.

Анлă пухăвăн пĕрремĕш пайне Раççейри ача-пăча центрĕн ертсе пыракан эксперчĕ Марина Чернова йĕркелесе пычĕ. Кунта Марина Павлова, ЧР Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерствин халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн Елчĕкри уйрăмĕн представителĕ Екатерина Савинова, «АСК-Яльчики» сахал яваплă обществăн ĕç тăвакан директорĕ, округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Юрий Галкин хăйсем ертсе пыракан тытăмри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç. Ачасене предприятисемпе организацисенчи ĕç условийĕсем те, вĕсенче тăрăшакансен вăтам шалăвĕ те, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те кăсăклантарчĕç.

Форума хулана ялпа «улăштарнă» çамрăка йыхравлани те вырăнлă пулчĕ. Кирилл Петров Кивĕ Эйпеçе Çĕнĕ Шупашкартан куçса килнĕ. Халĕ Елчĕкри культура керменĕнче тăрăшаканскер, ялта хушма хуçалăх та йĕркелесе янă вăл. Выльăх-чĕрлĕх шутне асăнмарĕ, паллах. Ăна ял илемĕ, унта пурăнакансен кăмăл уçăлăхĕ килĕшет иккен. «Ỹркенмесен кирек мĕнле ĕçе те йĕркелеме пулать», — пĕлтерчĕ мал ĕмĕтлĕ каччă.

Тепĕр çамрăк, Владимир Васильев, 2006 çулта Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчен вĕренсе тухнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ илнĕ, тăван республикăра ĕçлесе пурăнать. Владимир Викторович — инженер, темиçе проект авторĕ те.

— Хăвăн йăнăшусем çинче вĕренсе пымалла, — палăртрĕ виçĕ ача ашшĕ. — Шкул çулĕсенчех хăвăн вырăнна тупассипе ĕçлемелле. Ỹркенмелле мар, активлă пулмалла, вăхăт тупса тĕрлĕ çĕрте хăвна тĕрĕслесе пăхма хăрамалла мар.

Ачасене панă сĕнỹсемех ăна хăй вăхăтĕнче çитĕнỹсем тума, заводра вăй хунă май тĕрлĕ çĕршывра пулса курма çул уçнă.

Тĕл пулăвăн иккĕмĕш пайĕ ăсталăх класĕсенче тăсăлчĕ. Вĕсене вырăнти педагогсем — Николай Черновпа Олег Осипов тата республикăри тĕрлĕ вĕренỹ учрежденийĕсенчен килнĕ преподавательсемпе студентсем ирттерчĕç.

Директор канашçисем ачасене воспитани парас ĕçре пĕрле пăхса тухмалли ыйтусене, йĕркелемелли мероприятисене сỹтсе яврĕç. Пĕлтерĕшлĕ пуху пĕтĕмлетỹпе тата вĕренекенсен концерчĕпе вĕçленчĕ.

Галина ЧЕРНОВА,
Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкул вĕрентекенĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code